Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě



Скачать 146.35 Kb.
Дата03.07.2014
Размер146.35 Kb.
ТипУрок
Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай

район администрацийĕн вĕренÿ пайĕ


Уçă уроксен методикин конкурсĕ




Ĕçе 1- мĕш категориллĕ

чăваш чĕлхипе литерату-

рине вĕрентекен Шорни-

кова Е.А.
хатĕрленĕ

Атнар - 2009

Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни.
Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ.
Сапăрлăх тěллевě:

1) Çут çанталăк вăрттăнлăхĕсене ăнланма, тĕпчесе пĕлме хавхалантарасси.

2) Тăван тавралăх илемне туйма вĕрентесси.

3) Вăйă урокĕсенче вĕренекенсене пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси.
Пěлÿ тěллевě:

1) Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни.

2) Хĕл илемĕ çинчен сочинени çырма хатĕрленни.
Пуплеве аталантарасси:

1) Ачан çыхăнуллă пуплевне аталантарасси.

2) Укерчĕкпе ěçлес хăнăхăвне аталантарасси.

3) Пěтěмлетÿсем тума хăнăхтарасси.

4) Сасăпа илемлě вуласси.

5) Илемлěх мелěсене тупасси.

6) Ыйтусем çине хуравласси.

7) Сăвă çырас туйăма çуратасси.
Аталану тěллевě:

1)Япала ячĕн морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хаварасси..

2) Ачасан шухăшлавне аталантарасси.

3) Укерчĕксене тишкерсе ачасене тавралăх илемлĕхе сăнлама вĕрентесси.
Урок мелěсемпе меслечěсем:

  1. Ыйту-хурав.

  2. Калаçу.

  3. Пěрин хыççăн тепри калани.

  4. Ушкăнпа ěçлени.

  5. Илемлěх мелěсемпе ěçлени.

  6. Проблемăна ушкăнпа сÿтсе явни.

  7. Пултару ěçě.

  8. Слайдсемпе ěçлени.

  9. Танлаштару.

  10. Ачасен пěтěмлетěвě.

  11. Учитель пěтěмлетěвě.

  12. Урок темине çывăх суйласа илнě юрă.

  13. Пурте пěрле физзарядка туни.

  14. Компьютерпа, экранпа усă курни.

  15. Лотолла выляни.



Курăмлăх хатěрěсем:

  1. Компьютер, экран, презентаци слайчĕсем.

  2. Сăмах каçмăш.

  3. Таблица.

  4. Конвертсем ăшĕнчи карточкăсем..

  5. Укерчĕксем.









к

ĕ

р

Т




























т

Ă

м

а

н













 

х

ĕ

В

е

л



















 

п

А

с
















 

 




 

й

ĕ

л

т

ĕ

р

ç

у

н

а

ш

К

а
















к

о

н

ь

К

и

























ç

И

л














Пĕрремĕш ĕç. Паян эпир сирĕнпе япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлететпĕр. Çав вăхăтрах «Хĕл илемĕ» пирки те калаçăпăр. Урока вăйă евĕрлĕ йĕркелĕпĕр.

1-мĕш слайд. Сăмах каçмăш.



  1. Хĕлле пурт, çулла лупашка.

  2. Çил - …

  3. Хĕлле хăш чухне виççĕллĕн мĕн курăнать?

  4. Уй – ай, ан тивех, ÿкетĕп, ÿкетĕп те вилетĕп.

  5. Йĕлме ….. йăлтăр – ялтăр.

  6. Ачасем хĕлле мĕнпе ярăнма юратаççĕ?

  7. Вĕçсе пырап … -пе, хăлхасем хĕп – хĕрлĕ.

  8. Сивĕ çĕртен хĕлле мĕн вĕрет?

  9. Ачасен хĕллехи чи юратнă вырăнĕ.

Кунта усă курнă сăмахсене тетрадь çине çырса хуратпăр. Вĕсем: кĕрт, çил – тăман, хĕвел, пас, йĕлтĕр, коньки, çил, тавайкки.

Иккĕмĕш ĕç. Çак сăмахсем пурте мĕнле пуплев пайĕсем? Япала ячĕсем. Япала ячĕсем вĕсем чĕлхери чи анлă сарăлнă пуплев пайĕсенчен пĕри. Эпир чĕлхе пуянлăхĕпе усă курма пĕлетпĕр – и- ха? Çакна пĕлес тесен малтан чĕлхе нукине тĕплĕн пĕлмелле, çавăнпа та япала ячĕ çинчен аса илме лотолла выляса пăхар.

Ачасене лото валеçсе памалла. Лото икĕ пайлă, унта икĕ тĕспе çырнă: ыйтăвĕсене хĕрлĕпе, хуравĕсене хурапа. Кашни ача валли уйрăм карточка пулмалла. Карточкисене пăтраштармалла. Пĕри ыйтăвне вулать, тепри терĕс хуравне.

1.Мĕнле пуплев пайне япала ячĕ теççĕ?

Пирке падежĕ ĕçе кам, мĕн пирки е мĕн тĕллевпе тунине пĕлтерет.
2. Театрсемпе музейсен, вĕрену заведенийĕсен, облаçсемпе районсен, историпе геологи тапхăрĕсен, уявсемпе паллă кунсен пĕрремĕш сăмахне кăна пысăкран пуçласа çыраççĕ.

Япала нумаййине палăртмалли мелсем мĕнлисем пулаççĕ?
3. Япала ячĕсем тунă чух усă куракан тухăçлă аффиксем çаксем: - лăх (-лĕх), -у(-у),- çă (-çĕ),- в.

Пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем шутне хăшĕсем кĕреççĕ?
4. Пару падежĕ çынна, выльăх – чĕрлĕхе мĕн те пулин панине ăçта та пулин кайнине , ĕçĕн тĕллевне, вырăнне пĕлтерет.

Вырăн падежĕ мĕне пĕлтерет?
5. Пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем шутне пат, ум, хыç, ай, çи, ăш йышши сăмахсем кĕреççĕ.

Мĕнле формăна камăнлăх форми теççĕ?
6. Пĕрреллĕ хисеп нумайлă хисеп

1-мĕш сăпат кĕнекем кĕнекемĕр

2-мĕш сăпат кĕнеку кĕнекĕр

3-мĕш сăпат кĕнеки кĕнеки

Камăнлăх падежĕ мĕне пĕлтерет?
7. Камăнлăх падежĕ яала камăн е мĕнĕн пулнине кăтартать.

Пару падежĕ мĕне пĕлтерет?
8. Çын ятне, ашшĕ ятне, хушаматне, хуласемпе ял ячĕсене, географи объекчĕсене пысăк сас паллирен пуçласа çыраççĕ.

Япала ячĕсем мĕнле хисепсенче пулаççĕ?
9.Япала нумаййине палăртмалли мелсем:

1)Япала ячĕ çумне -сем (-сен) аффикс хушăннипе; 2)Сăмаха икĕ хут каланипе; 3)Уйрăм сăмахсем хушнипе. Мĕнле аффикссене япала ячĕсене тунă чух тухăçлă усă куракан аффикссем теççĕ?

10.Япала камăн е мĕнĕн пулнине пăлартакан формăна япалан камăнлăх форми теççĕ.

Кĕнеке сăмаха камăнлăх форминче лартса тухăр.
11.Вырăн падежĕ япала камрине е мĕнрине, ĕçĕн вырăнне палăртать.

Пирке падежĕ мĕне пĕлтерет?
12.Япала ячĕсем пĕрреллĕ тата нумайлă хисепре пулаççĕ.

Уявсемпе паллă кунсен, театрсемпе музейсен, вĕрену заведенийĕсен, облаçсемпе районсен ячĕсене мĕнле çырмалла?
13. Япала ячĕсем предложенире кирек мĕнле член та пулма пултараççĕ.

Мĕнле ятсене пайăр ятсем теççĕ?
14. Япалана пĕлтерекен, кам?е мĕн? ыйтура тăракан пуплев пайне пайăр ячĕ теççĕ.

Морфологи тĕлĕшĕнчен япала ячĕсем мĕнле улшăнаççĕ?

3

15. Морфологи тĕлĕшĕнчен япала ячĕсем падеж, сăпат, хисеп тăрăх улшăнаççĕ.

Синтаксис тĕлĕшĕнчен япала ячĕсем предложенире мĕнле член пулаççĕ?
16. Пĕр ушкăнри япаласене пĕр – пĕринчен уйăрма панă ятсене пайăр ятсем теççĕ.

Çын ячĕсене, ашшĕ ячĕсене, хушаматсене, хуласемпе ялсен ячĕсене, географии объекчĕсене мĕнле çырмалла?

Виççĕмĕш ĕç. 2-мĕш слайд.

Синквэйн тăвăр: 1. Япала ячě.

  1. 2. Икě паллă ячě.

3. Виçě глагол.

  1. 4. Предложени.

  2. 5. Пěтěмлетÿ сăмахě (паллă ячě + япала ячě).

Ачасене синквэйн çыртармалла. Синквэйнне икшерĕн те çырма юрать. Чи хитре çырнине суйласа илмелле.

1. Юр.

2. Çĕнĕ, илемлĕ.

3. Вĕçет, илĕртет, тыткăнлать.

4. Пирвайхи юра пурте чунтан кĕтеççĕ.

5. Çĕнелнĕ тĕнче.


Тăваттăмĕш ĕç. Тепĕр вăййи вăл – хăш сăмахĕ ытлашши. Сăмахсене малтанах ватман çине çырса хатĕрлемелле. Кашни йĕркерех ытлашши сăмаха тупмалла. Правилăсемпе çирĕплетмелле.

  • Шап – шурă, юр, çунашка, тăвайкки.

  • Çырма, çил, йывăçсем, çыран.

  • «Тантăш», «Тетте», хаçат, «Самант».

  • Чÿрече, сивви, эрешĕ, тĕрри.

  • Çил – тăман, уй – хир, алсиш – нуски, шупăр.

  • Юмахçă, юманлăх, ÿкерÿçĕ, урам.

  • Декабрь, раштав, февраль, январь.


Пиллĕкмĕш ĕç. Суйлав диктантĕнчен япала ячĕсене суйласа илмелле.

Хĕл çитрĕ. Тавралăх юрпа витĕнчĕ. Юр пĕрчисем шурă мамăк евĕр вĕçкелерĕç, лĕпĕш пек туйăнчĕç, тĕнчене шурă чĕнтĕр карчĕç. Лапка – лапка юр çунă хыççăн ачасем урама тухрĕç те выляма тытăнчĕç. Питĕ пысăк юр купипе кĕлеткесем турĕç, юр чăмаккисемпе перкелешрĕç.

Суйласа илмелли сăмахсем: хĕл, тавралăх, юрпа, юр пĕрчисем, мамăк, лĕпĕш, тĕнчене, чĕнтĕр, юр, ачасем, урама, юр купипе кĕлеткесем, юр чăмаккисемпе. (18 сăмах) Тĕрĕсленĕ чух сăмахсене вĕренекнсене шутлаттармалла, та учителĕн тĕрĕслемелле.

Улттăмĕш ĕç. Халĕ, каллех ăмăрту. Кам хăвăртрах сăмахсене вырнаçтарса тухĕ? Ачасене падежсен ячĕсене çырнă карточкăсемпе конвертсем валеçсе памалла. Падежсем тăрăх улăштарнă сăмахсем конвертсем ăшĕнче, вĕсене арпаштарса пĕтернĕ.Кашни ачана уйрăм ĕç пурнăçлаттармалла.

4

Карточкăсем


Тĕп падеж




Камăнлăх падежĕ




Пару падежĕ




Вырăн падежĕ




Туху падежĕ




Пĕрлелĕх падежĕ




Çуклăх падежĕ




Пирке падежĕ





Конвертсем ăшĕнчи сăмахсем

чечекĕн

чечек

чечек

чечекрен

чечеке

чечексĕр

чечекре
чечекшĕн

чечекпе

Çиччĕмĕш ĕç. Ачасемпе пĕрле физзарядка тумалла. Эпир Олег Кăйкăрăн «Хĕлле» юррипе тĕрлĕрен ритмика хусканăвĕсем тăватпăр. Юррине компьютерпа итлеттерсен аван, енчен те компьютер çинче яма май çук пулсан валли магнитофон хатĕрлемелле.

Саккăрмĕш ĕç. 3-мĕш слайд. Хĕллехи юхан шыв хĕрринче.

Вĕренекенсене ÿкерчĕке сăнласа пама хушмалла. Ачасем картинăсем тăрăх кĕскен каласа параççĕ.

Шыв хĕрри. Хуçалса ÿкнĕ иывăç турачĕ темĕнле кичеммĕн туйăнать. Пас тытнă иывăçсем таврана илем кÿреççĕ. Юхан шыв çийĕ кăвакрах шуррăн курăнать. Тавралăх асамлăх тыткăнне путнă.





3-мĕш слайд. Хĕллехи вăрман.

Хĕллехи вăрмана кĕрсен тÿрех кăмăл çĕкленет. Ăçта пăх унта шап – шурă юр. Шартлама сивĕре йывăçсем уйăрăмах илемлĕ. Вĕсем хĕвел çинче тĕрлĕ тĕслĕн ялтăртатаççĕ. Вĕсене художник ятарласа шурă сăрăпа илемлетнĕ теме пулать.



4-мĕш слайд. Пас тытнă турат.

Шартлама сивĕ çанталăкра йываç турачĕсене пас тытать. Пасĕ çав тери хитре. Ăна алăпа ачашласа пăхас килет. Анчах йывăçа кăшт перĕнетĕн кăна, унти шап-шурă илем чăл-пар çĕре ÿксе çухалать. Пурне те пас тытнă йывăçсем килĕшеççĕ пуль тесе шутлатăп эпĕ.

Тăххăрмĕш ĕç. Çĕр çинчи ытти пулăмсем пекех япала ятне те уйрăммăн питĕ кичем. Халĕ ăна ытти пуплев пайĕсемпе пĕрлештерер –ха. Паллă ячĕпе япала ятне пĕрлештерсе пăхар.
Паллă ячĕсем + япала ячĕ
çĕнĕ

нÿрĕ


сивĕ

шурă
ЮР

кăпăшка

йăлтăркка

илемлĕ

йĕпе
хулăн
лапка-лапка

Япала ячĕ + глагол

çăвать

нумайланать


пусрăнать

ÿкет
ЮР

вĕçкелет

йăлтăртатать

тăкăнать

хупăрлать
ирĕлет
çыпçăнать


Пулнă сăмах майлашăвĕсемпе предложенисене тетрадь çине çырса хумалла.

Вуннăмĕш ĕç. Пĕтĕмлетÿ. Вĕреннине пĕтĕмлетсе киле « Хĕл илемĕ» темăпа сочинени çырма хушса ямалла.

Похожие:

Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок форми : Ĕçлĕ вăйă. Урок тĕллевĕ: 1 глаголсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетесси
Вĕрентÿ тата кăтарту хатĕрĕсем: И. Я. Яковлев çинчен çырнă кĕнекесен выставки; Нăрваш Шăхалĕн паллă çыннисем; хаçат кăлармалли хатĕрсем;...
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок пуςламảшẽнче Диана Гурцкая юрри илтẽнет «Ты знаешь, мама!» Тема: иван лисаев. «Чире парăнма ζуралман» Урок тẽсẽ. Пẽтẽмлетỹ урокẽ
Иван Лисаев хảйẽн геройẽ урлả йывảрлảхсене ςирẽп кảмảллả, мал ẽмẽтлẽ ςын анчах ςẽнтернине кảтарнтнин пẽлтерẽшне туясси
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок Урок теми: Ачасем шкула м\нпе ёъреёё\. Урок т\ллев\сем: М\нпе? (на чем?) ыйтури япала яч\семпе паллаштарасси. Лексика материал\: патне, ё\ршыв

Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок Урок теми Кунĕ «Алран кайми аки сухи». «Уй варинче». «Хурãн çулçи»
Килти вулав урокĕ. Ю. Силем «Пылпа çãкãр», М. Васлейĕ «Чãнах и», У. Якаве «Чãваш чуне»
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок. Урок теми: «Япала яч\сем ёинчен в\реннине аса илни.»
Паянхи урокра вара эпир сир\нпе хам=р ч\лхе пуянл=хне малалла пуянлататп=р. Т=ванн ч=лхе т=ван хал=х=н них=ёан та икс\лми =с-т=н...
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок планĕ «Юратнă Елчĕк ен»
Эпĕ Елчĕк районĕ 80 çул тултарнине халалласа «Юратнă Елчĕк ен» тĕпчев урокĕ хатĕрлерĕм. Çак ĕçре çамрăк тĕпчевçĕсем хамăр районти...
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок теми: Синтаксис. Пунктуаци. Эл‡к сали, 2005®ул. Урок теми: Синтаксис. Пунктуаци
Урок т‡ллев‡сем: 1 в‡ренекенсен синтаксис тата пунктуаци хµнµхµв‡сене ®ир‡плетесси
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconКласс: 3 Л. Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок. Тема: Кайăк тусĕ. Тĕллевĕсем
«Кайăк тусĕ» калавпа паллаштарасси, пултарать сăмахпа сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тупма вĕрентесси
Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок Урок теми Кунĕ Тãван чĕлхе -пĕлу çãлкуçĕ. Техника хãрушсãрлãх правилисем

Урок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě iconУрок № Дата Урок теми 1 семестр (26 сехет)

Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org