Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ»



Скачать 69.28 Kb.
Дата03.07.2014
Размер69.28 Kb.
ТипДокументы
Чаваш республикине пелетен-и?

(«Ҫӑлтӑр саманчӗ» вӑйӑ)

Тӗллевсем: 1) ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; 2) вӗренекенсен тимлӗхне, шухӑшлавне аталантарасси; 3) ачасен юлташӗсен ӳсӗмӗсемшӗн савӑнас, йӑнӑшӗсемшӗн пӗрле хурланас туйӑмӗсене вӑйлатасси.

Кирлӗ хатӗрсем: 1) число ҫырнӑ карточкӑсем: 0-ран 6 таран; 2) пӗчӗк ҫӑлтӑрсем: 50-60 штук; 3) висе ещӗк (призсем валли), 4)Чӑваш Республикин символӗсем: герб, ялав, гимн; 5) презентаци «Чаваш Республики»; 6)мультимедийнӑй проектор.

Вайа юхаме.

Чӑваш Республикин Гимнне (сӑвви И. Тукташӑн, кӗвви Г. Лебедевӑн) итлетересси. Экран ҫине Чӑваш Республикин Гербӗпе Ялавӗ тухаҫҫӗ.
Ертсе пыракан. Ачасем, халӗ ҫеҫ итлене юрӑ мӗн ҫинчен пулчӗ-ши? (Ачасем хуравлаҫҫӗ.) Экран ҫинче мӗн куратӑр? (Хуравлаҫҫӗ.) Вӗсем Чӑваш ҫӗршывне, патшалӑхне пӗлтерекен символсем. Ҫак ялава, герба курсан пурте пӗлеҫҫӗ: кунта Чӑваш ҫӗршывӗ.

Ачасем, касал Чаваш автономи обласе пулса кайнаранпа 90 сул ситет. Сакна халалласа

эпир паян сирӗнпе Тӑван ҫӗршыв синчен каласапар.

Малтанах ман сирӗнтен ҫапла ыйтас килет: Тӑван ҫӗршыв ҫинчен калакан мӗнле ваттисен сӑмахӗсене пелетер эсир?

Ачасен хуравӗсем ҫакӑн пек пулма пултараҫҫӗ: «Тӑван ҫӗршыва тӑван аннӳне юратнӑ пек юрат. Тӑван ҫӗршыв сывӑ пулсан, тӑван йӑву та пулӗ сан. Тӑван ҫӗршывра хӗвел те ӑшӑрах. Тӑван ҫӗршыв — анне, ют ҫӗршыв — ама ҫури. Ӑҫта кӑна ан ҫит, Тӑван ҫӗршыва асра тыт. Тӑван йӑваран хакли нимӗн те ҫук. Тӑван кӗтес хӑйӗн патнех туртать».

Ертсе пыракан. Маттур, ачасем. Питӗ нумай ваттисен сӑмахӗ астуса юлнӑ эсир. Ан манӑр вӗсене, мӗншӗн тесен ваттисен сӑмахӗсем пире пурӑнма, пӗр-пӗрне хисеплеме, пулӑшма, тӑван киле, Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентеҫҫӗ.

Экран ҫине Шупашкар хулине сӑнлакан ӳкерчӗк тухса тӑрать. Унтан Н.В. Федоров президентӑн сӑнӗ тухать.

— Ачасем, ӳкерчӗк ҫинче кама куратӑр? (Ачасем хуравлаҫҫӗ.) Пирӗн президент, Н.В. Федоров, Чӑваш ҫӗршывӗ илемлентӗр, пуянлантӑр тесе питӗ нумай тӑрӑшать. Сирен те, ачасем, Таван сершыв илемле , пуян пултар тесен айккинче юлмалла мар. Тарашса веренсе сершыва кирле сынсем пулма тарашмалла.

Хале вара эпир сиренпе «Салтар саманче» вайа выльапар. Вӑййа эпир тӑван Республикӑна халаллатпӑр. Пурне те ӑнӑҫу сунатӑп.
Вайара вылякансене суйласа илесси.

Ыйтусем: 1) Чаваш Республикине мисе район керет?

2) Пирен республикара мисе хула?

3) Чавашсен перремеш космонавче - ... .

4) А.Г. Николаев аста сурална?

5) Граждан варсин легендарла геройе - … .

6) Чаваш Республикин теп хули - … .
Вылякансем улттӑн пӗр рете тӑраҫҫӗ. Пурин умӗнче те «0»—«6» карточкӑсем.

Ертсе пыракан. Салтар самантне пуслатпар.
Ыйтусене хуравлама сирӗн тӗрӗс хурав номерне ҫырнӑ карточка ҫӗклесе кӑтартмалла. Пуринчен малтан тӗрӗс хурав паракан ачана ҫӑлтӑр тивӗҫет.

I тур. «Хуласем».

Экран ҫинче:

  1. Шупашкар; 4) Сӗнтӗрвӑрри;

  2. Ҫӗнӗ Шупашкар; 5) Чулхула;

  3. Куславкка; 6) Улатӑр.

1-мӗш ыйту. Ҫак хуласем — пурте Чӑваш Республикинчи хуласем. Тӗрӗсех-ши? (Ачасем 5-мӗш номерлӗ карточкӑна ҫӗклесе кӑтартаҫҫӗ.) Ҫапла, Чулхула Чӑваш енри хула мар.

2-мӗш ыйту. Ҫак хуласем пурте Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ. (Ачасем 6-мӗш номерлӗ карточкӑна ҫӗклесе кӑтартаҫҫӗ.) Тӗрӗс, Улатӑр хули Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫман.

3-мӗш ыйту. Чӑваш Республикинчи хӑш хула чукун ҫул тӗввинче вырнаҫнӑ? (Ачасем 0 номере ҫӗклесе кӑтартаҫҫӗ.) Ҫапла, ку Канаш хули. Вӑл доска ҫинчи хуласем хушшинче Ҫук.

4-мӗш ыйту. Пирӗн республикӑри чи ватӑ хула. (Ачасем 1-мёш номере ҫеклесе кӑтартаҫҫӗ).

5-мӗш ыйту. Чӑваш енри чи ҫамрӑк хула. ( 2- меш номер - Ҫёнӗ Шупашкар.)


II тур. «Чи варам самах».

Экран сине 10 тӗрлӗрен сас палли тухать. ( Е Р А Б П У К И С Л ) Ачасен ҫак сас паллисенчен сӑмахсем тумалла.

  1. Чи вӑрӑм сӑмах тупакан куравҫӑна — парне.

  1. Чи вӑрӑм сӑмах тупнӑ вылякан ача висе ещӗкрен пӗрне уҫать, ҫакна тума хӑйӗн пӗр ҫӑлтӑрне усӑ курать. Ещӗкне тӗрӗс палӑртсан ачана парне лекме пултарать.


III тур. «Шухӑшлав сӑнчӑрӗ».

1. Хуласем:

1) Шупашкар;

2)Ҫӗнӗ Шупашкар;

  1. Куславкка;

  2. Сӗнтӗрвӑрри.

Ыйту. Хуласем Атӑл тӑрӑх анаталла ҫак йӗркепе вырнаҫнӑ.

Ачасем 4 тата 3 номерлӗ карточкӑсене кӑтартаҫҫӗ: СӗнтӗрвӑрриКуславккаран ҫӳлерех вырнаҫнӑ.

2. Юхан шывсем:

1) Сар

2) Савал

3)Атал

4) Амур

5) Пала

Ыйту.1) Сак юхан шывсем пурте пирен республикара вырнасна. (4 –меш карточка – Амур пирен республикара вырнасман).

2) Чаваш республикинчи чи пысак юхан шыв.( 3 –меш карточка -Атал).
3. Хӗл каҫакан кайӑксем:

1) чакак (сорока);

2)кукӑр сӑмса (клест);

3) уйӑп (снегирь);

4) кӑсӑя (синица);

5) ула такка (дятел).

Ыйтусем. а) Кайӑксем пурте ҫулла та, хӗлле те пирӗн тӑрӑхра пурӑнаҫҫӗ. (Уйӑпсем (3) юр ҫусан кӑна вӗҫсе килеҫҫӗ.)

ӑ) Ҫак кайӑксем чӗпписене ҫуркунне тата ҫулла кӑлараҫҫӗ. (Кукӑр сӑмса (2) хӗлле чӗпӗ кӑларатъ.)






IV тур. Укерчек синче Шупашкара халаллана пер юрран яче пытанна. Ана вулас тесессен палартна клеткаран пусласа шахмат лаши сулепе суремелле. Юра яче менле-ши?







V тур. Саканта менле хула ячесем пытанна?














тур. Чи нумай ҫӑлтӑр пухнӑ икӗ ача финала тухаҫҫӗ. Вӗсен икӗ минут хушшинче «Шупашкар» сӑмахри сас паллисенчен тӗрлӗ сӑмахсем тумалла. Юлашки сӑмаха (черетпе каланӑ чух) калаканӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулать. Ҫӗнтерӳҫӗ хӑйӗн ҫӑлтӑр самантӗнче залра пухӑннисене шухӑш-туйӑмӗ, ӗмӗчӗ пирки калама пултарать.

Ача сӑмахӗпе уяв вӗҫленет.

Куракансем вылякансене алӑ ҫупса саламлаҫҫӗ.

Похожие:

Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconК. В. Иванов (1890-1915)/ Ю. М. Артемьев // XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑваш литератури (1900-1917 ҫҫ.) / Ю. Артемьев. Шупашкар, 1992. С. 59-89
Унӑн сӑввисемпе юмахӗсене, уйрӑмах «Нарспи» поэмине, ҫӗр -шывра пӗлмен халӑх ҫук. Вӑл ҫырнӑ произведенисем шухӑш-туйӑм пуянлӑхӗпе,...
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconПрезентация «Чаваш Сершыве: енер, паян, ыран»
План мероприятий, посвященных празднованию 90-летия со дня создания чр в моу «Карачуринская оош»
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconТематическое планирование по чувашской литературе Классы 8 Количество часов-51 Всего- 51 часов; в неделю 2: 1
Чаваш литератури : 8 класан веренупе вулав кенеки/ В. П. Никитин (Станьял) пухса-сырса
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconВикторина «Наши славные земляки» 8 Учителя чуваш языка 2 19. 04. 2010
Выставка книг «Сака сута тенчере вайли сук та этемрен», «Педагог – просветитель И. Я. Яковлев», «Чаваш чёлхи-ас-тан чечекё»
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconЧаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ
Заняти ирттерме кирлĕ хатĕрсем: альбом листи, фломастер, компьютер, проектор, Васнецовăн «Аленушка», «Богатыри» ÿкерчĕкĕсем
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconГеральдика Чувашской Республики
«Три солнца», означающей три единство времени – Прошлое, Настоящее и Будущее, и обрамлен пурпуровой окаймленной золотом лентой с...
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconКонкурсе «Литературная Чувашия: самая читаемая книга года 2010»
Ай, юрлар-и юррине : юрӑсен пуххи / [Чӑваш ҫамрӑкӗсен культура центрӗ «салам» пухса хатӗрленӗ]. – Шупашкар : Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. –...
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconЧаваш челхи урокесенче вайасемпе уса курасси
Ачана шухашлама верентесси вара- учитель есен теп теллевесенчен пери. Шухашлама, мен кирлине шыраса тупма веренне ача веренуре елкерсе...
Чаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ» iconЧăваш чĕлхи кунĕ ( сценарий)
Ырă кун пултăр, туссем, ытарайми чăваш çыннисем! Паян – пысăк уяв – чаваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç,...
Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org