Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем



Скачать 482.13 Kb.
страница1/4
Дата03.07.2014
Размер482.13 Kb.
ТипДокументы
  1   2   3   4
УМĔН ĂНЛАНТАРНИ

  1. Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем

Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем: 1) вулама - çырма вĕрентесси; 2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси; 3) пуплеве пур енлĕн аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси. Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать.


  1. Вěрену содержанине кěртнě концепци

Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ÿстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Вĕрентÿ ăс-тăн пару никĕсĕ, унан тĕп инструменчĕ -тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе - усекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе перех.

Çак асамлă çăраççипе ача вĕренÿре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вĕренÿ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентÿçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тавăн чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.

Темãсене пайлани:

2-мĕш класра вĕреннине аса илни -4 сехет

Сасă тата сас пали – 13 сехет

Предложени – 12 сехет

Сăмах- 10 сехет

Япала ячĕ – 5 сехет

Ĕçе пĕлтерекен сăмахсем – 11 сехет

Япала паллине пĕлтерекен сăмахсем – 7 сехет

3-мĕш класра вĕреннине пĕтĕмлетесси - 5 сехет

ПУПЛЕВЕ ПУР ЕНЛĔН АТАЛАНТАРНĂ МАЙ ЧĔЛХЕНЕ АНСАТ ТИШКЕРМЕ, ТЕРМИНСЕМПЕ

УСĂ КУРМА ВĔРЕНТЕССИ

Çыхăнуллă пуплев. Текст. Унăн пайěсене уйăрасси, вěсене ят парасси. Вěрентÿçě ертсе пынипе калуллă текстăн планне тăвасси.Текста вуласа унăн тěп шухăшне палăртасси. Текстăн пěлтерěшлě тытăме: пуçламăшě тěп пайě, вěçě.Хатěр е ушкăнпа туна планпа усă курса текст тăрăх изложени çырасси.

Темиçе е пěр ÿкерчěк тăрăх тата пурнăçра курни-илтни çинчен çыруллă калав йěрелесси, ун хыççăн изложени çырасси.Харпăр хăй ěçě çинчен кама та пулин çыру çырса пěлтересси.

Пуплев этикечĕ.Сăмах вěççěн е çыру çырса хăнана чěнесси, саламласси. Сăпайлăх сăмахěсемпе усă курасси, хăнана чěнесси, саламласси. Телефонпа калаçасси.

Çулěпе аслăрах çынна сумласа чěнмелли сăмахсем (пичче, аппа, мучи, кинемей)

Ĕç хучĕсем. Классри е шкулти хаçатăсем заметка çырасси. Блиотекăран илсе вуланă кěнекесен списокне туса пыма пěлесси.

Сăмах йышне пуянлатасси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси

Тăван-хурăнташа чĕнесси: атте, анне, асанне, асатте, кукаçи, кукамай, пичче, аппа, шăллăм, йăмăк, кукка, мăн акка, инке, мучи, кинемей.


Тумтир, атă-пушмак ячĕсем: пушмак, атă, çăм ата, алса, алсиш, калуш, çуха, кунча, кĕсье, карттус, майка, нуски, пиншак, тутăр, кĕпе, çанă, саппун, чăлха, çĕлĕк; вăрăм, кĕске, илемлĕ, капăр, хитре, шукăль, ăшă, çăм, пурçăн, сарлака; хыв, хывса ил, салт, тÿмеле, çĕтĕл, пĕт, кивел, тумлан, тăхăн.

Кил-çурт таврашĕпе çыхăннă сăмахсем: мунча, хапха, алăк, картиш, карта, çурт, пÿрт, кĕлет, пусă, çăл, вите, лаç, сарай, çенĕк, пÿрт ум, вутă, кухня, газ, плита, ванна, душ, туалет, кран, сивкĕч (холодильник), шăнткăч (морозильник), пулĕм, пусма, картлашка, чÿрече, кăмака, форточка, сакай, урай, мачча, хăлăп, стена, мăрье, юпа, чăлан;çÿллĕ, ăшă, хулăн, çÿхе, таса, сарлака;хуп, хупăн, çурăл, шăл, тасат, çу, ту.

Кил-çуртри япала ячĕсем: пичке, витре, чулмек, кашăк, вилка, çăра, çăраççи, чаршав, тĕкĕр, йĕп, карта, хуран, турчка, кравать, кашăк, тÿшек, сĕтел, пукан, шăпăр, михĕ, хутаç, çĕçĕ, утиял, куçлăх, минтер, çытар, çитĕ (çитти), çăпала, сак, çатма, шăрпăк, кантăк, хыçлă пукан, турилкке, чашăк, шкап, щётка, стакан.

Килти кайăк-кĕшĕк ячĕсем, вĕсемпе çыхăннă ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем: хур, кăркка, автан, чăх, кăвакал, кайăк-кĕшĕк, хур-кăвакал;ырхан, хыткан, начар, мăнтар, самăр; чиклет, авăт, какала, нартлат.

Килти выльăх-чĕрлĕх ячĕсем, вĕсемпе çыхйннă ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем: така, вакăр, тиха, ăйăр, кĕсре, качака, ут, лаша, ĕне, кушак, кролик, сурăх, сысна, йытă, пăру, анчăк, путек, аçа, ама, выльăх, çăвăр; сĕкекен, çара, мăкла, çăмламас, ăратла, мăйракаллă, пĕтĕ, хĕсĕр;кÿл (лаша), мĕкĕр, вĕр, сыхла, чăрмала.

Кайăк-кĕшĕк ячĕсем: акăш, ăсан, вĕçен кайăк, кайăк хур е хур кайăк, кăвакарчăн, кăсăя, куккук, курак, пăрчăкан, путене, çăхан, çерçи, тăмана, тăри, тăрна, уйăп, улатакка, хурчка, чакак, чана, чĕкеç, чёпё, шăнкăрч, шăпчак.

Пулăсемпе шыври чĕр чунсен ячĕсем, вĕсем­пе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: йыт пулли, карас, карп, партас, çăрттан, çĕлен пулă, çырма пулли, çтерлĕк, шапа, шапа вăлчи, ыраш пăтри; пулăçă, вăлта, вăлча, карас кулли, пĕве пулли, тăварла пулă, пулă шÿрпи, вĕтĕ пулă.

Апат-симĕç ячесем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуп­лев пайĕсем: апат, аш, икерчĕ, йăва, какай, канфет, кĕрпе, кĕсел, компот, кукăль, лапша, макарон, манна, мăйăр, мороженăй, пăтă, печени, пĕремĕк, пыл, сахăр, серте, пултăран, сĕт, чăкăт, çăкăр, çăмарта, çăнăх, çу, тăвар, тăпăрчă, турăх, уйран, улма, хăйма, чей, чуста, шаркку, шушкă, яшка; вир (тулă, хура тул, сĕлĕ) кĕрпи, килти çăкăр, хура çăкăр, шур çăкăр, савра çăкăр, çăкăр чĕлли, сăмси, çăкăр магазинĕ, купăста (сĕт) яшки, мăйăр тĕшши, пан улми, калекле (чăмăрла) çăмарта, çăмарта хăпартни, аш (тăпăрчă) кукли, хуран кукли, çăка (чечек) пылĕ, аш апачё, çатма икерчи, тăпăрчă (çĕр улми) икерчи, лапша яшки, какай шÿрпи, кĕрпе яшки, сĕлĕ кĕселĕ, çырла кĕселĕ, шĕвĕ пăтă, улма нимĕрĕ, кĕрпеклĕ (типĕ) печени, катăклă сахăр, сахăр песокĕ, тулă (ыраш, сĕлĕ) çăнăхĕ; ирхи апат, кăнтăрлахи апат, каçхи апат;

уйран уçла, компот вĕрет, варени пĕсер, пыл юхтар, йÿçĕ калать; йÿçĕ, çуллă, çусăр, пылак, тăварлă, тăварсăр, тутлă, йÿçек, пыллă, сахăрлă;çыртăк, касăк, татăк, чĕлĕ;апатлан, апатлану.

Улма-çырла, пахча çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: купăста, сухан, çĕр улми, кишĕр, хăяр, помидор, йÿç кăшман, сахăр кашманĕ, выльăх кашманĕ, çарăк, кавăн, ыхра, фасоль;

тутлă, йÿçĕ, хĕрхÿ, пылак, шултра, пысăк, вак, вĕтĕ, çÿллĕ, лутра, чĕрĕ, сĕтеклĕ; шăвар, çумла, çитĕн, пиç, кас, ларт, ак, пух, пуçтар, пулса çит, тăварла, тат, çитĕнтер; мăкăнь, нимĕç парçи, çĕр çырли, хурăн çырли, улмуççи, хăмла, хăмла çырли, хĕвел çаврăнăш, хура çырла, хурлăхан, чие, хĕрлĕ хурлăхан, хура хурлăхан;кăшман çеçки, йăран, кишĕр сĕткенĕ, купăста калчи, купăста пуçĕ, помидор калчи, помидор сĕткенĕ, çĕр улми аври, çĕр улми купала, ыхра шăлĕ, хăмла пахчи, хăмласа, хăяр калчи, хĕвел çаврăнăш пуçĕ (çăвĕ).

Йываç ячĕсем: ăвăс, йăмра, йĕлме, кавраç, палан, пилеш, çăка, çĕмĕрт, çирĕк, çÿçе, тирек, хăва, хурăн, хыр, чăрăш, шăлан, шĕшкĕ, юман;ăвăслăх, йăмралăх, йĕлме йĕлтĕр, палан çырли, паланлăх, хура пилеш, пилеш çупкăмĕ, çăка пылĕ, çăка чечекё, çăкалăх, çĕмĕрт çеçки, çирĕклĕх, çÿçелĕх, тирек мамăкĕ, тиреклĕх, хăва хулли, хурамалăх, хурăн милĕкĕ, хурăн шывĕ, хырлăх, чăрăшлăх, шăлан çырли, шĕшкĕ мăйăрĕ, шĕшкĕлĕх, юманлăх, юман йĕкелĕ.

Тĕрлĕ ÿсен - тăран ячĕсем: тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ, пăрçа, пăри, кукуруза, вир, вĕлтĕрен, пултран, мăян, хупах, хăях, пиçен, армути, куршанак, кашкăр ути, утмăл турат, йыт пырши, чăрăш тарри; йĕкел, хыр (юман) йĕкелĕ, кăчкă, хурăн кăчки, кăчкăллă, папак, чечек папакĕ, папкалан, пучах, сапака, хурлăхан сапаки, сĕткен, хурăн сĕткенĕ, çеçке, роза (сирень) çеçки, çеçкене лар, çеçкелен, çулçă, çулçăллă, çырла, çырла шывĕ, çырла пиçнĕ, турат, хунав турат, туратлă, тымар, йывăç тымарĕ, хулă, хăва хулли, хунав, чие хунавĕ, хунав вăрман, хунав яр, хурлăхан хунавĕ, чечек, чечек йăранĕ, чечек çыххи, чечеке лар.

Кăмпа ячёсем: кăмпа, ăвăс кампи, масла кăмпи, çерем кăмпи, тислĕк кăмпи, уплюнкка, ут туги, хурăн кампи, шăна кăмпи, юман кăмпи, шурă кăмпа, мăйра кăмпи;çимелли кăмпа, наркăмăшлă кăмпа, кăмпаçă, кăмпана çÿре, кăмпа тат, кăмпа яшки.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Самахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш саспалли тăрăх).

Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япала ĕçне пĕлтерекен çăмахсем. Вёсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). Çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; дурен, тура, хала, ула, сара-хала (лаша сличен); а) 9ьшна хаклакан самахсем (чилер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕçчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложении тĕп (подлежащипе сказуемай) тата кĕсĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).

Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем хăнăхтарасси. Вёсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн/) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.

Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнча, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси: выльăх, кукăль, супăнь, мăкăнь, халь, ахаль, мăкăль, шукăль; ларать, вылять, чупать, тăрăшать.

2) Уйаракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мăрье, кĕсье, тухья, Марье.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспаллипе палăртасси:

ăру-тăванлăх сăмахĕсенче: атте, анне, асатте, шăллăм,аппа, кукка, мăн акка;

çупталăк вăхăчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3-мĕш сăпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, ĕçлеççĕ, ĕçлемеççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси: ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.

5) Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси: Ива­нова Мария Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Мăрмăр, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, Атăл, Сĕве.

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня;

а) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета;

б) парта, учитель, ди­ректор;

в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор;

г) кухня, стакан, щётка.
ĂСЛАВЛĂ (ТВОРЧЕСТВĂЛЛĂ)ÇЫРĂВА ВĔРЕНТЕССИ
4. Асãннã программãна 2 011- 2012 – мěш вěрену çулěнче ěçе кěртме палãртнã.

  1. Вěренту меслечěсем, ачасен пěлěвне тěрěслесси

Кашни урокрах ачасене веренӱ кенекипе уса курма, кирле темана, правилана, ханахтарава хаварт шыраса тупма, ханахтарура мен хушнине й.ркипе тума в.рентсе пымалла. Çаван пекех в.сене хайсем пурнаçлана
ханахтару м.н тума кирлине, м.не в.рентнине анкарма хистемелле.

Ачасене вӗренӰре хавхалантарас тесе тӑван чӗлхе урокӗсенче тӗрлӗрен вӗрентӰ вӑййи, вӑйӑллӑ хӑнӑхтарусем (сӑмах каçмӑшсемпе шараçӑсем, ребуссем шутлани, сӑмахсем шыраса тупни, тӑван сӑмахӑн вӑрттӑнлӑхне, кун-çулне кӑтартакан пӗчӗк калавсене вулани т.ыт.те) йӗркелемелле. Вӗсем ачасен тимлӗхне
Ӱстерме, ывӑннине сирсе яма, вӗренӰ тухӑçне пысӑклатма пулӑшаççӗ. Урок тытӑмӗ пӗр евӗрлӗ пулни кӗçӗн класри ачасене час ывӑнтарать. Унтан хӑтӑлмашкӑн урока тӗрлӗ ӗç кӗртсе черетлентермелле: калаçу, чӗлхе сӑнавӗ- тишкерӗвӗ, кӗнекепе тата тетраçьпе ӗçлени, класс хӑми çине çырни, грамматика вӑййисем ирттерни т.ыт.те. III класран вӗренсе тухнӑ тӗле ачасен çаксене пӗлмелле: сӑмахӑн тӗп пайӗсем - унӑн тымарӗпе аффиксӗсем; пуплев пайӗсем - япала ячӗ, глагол, паллӑ ячӗ; преçложенин тӗп (поçлежащи, сказуемӑй) тата кӗçӗн членӗсем.

Вӗренекенсен çакӑн пек ӑслайсене хӑнӑхмалла:вӗреннӗ орфограммӑсенчен тӑракан 40—45 сӑмахлӑ текста таса, тӗрӗс те илемлӗ çырса илме, итленипе (çиктант) çырма, преçложенисем вӗçӗнче кирлӗ чарӑну (пӑнчӑ, ыйту е кӑшкӑру) палли лартма; сӑмахсен сасӑ тытӑмне сӑнама: сыпӑксене уйӑрма, уçӑ тата хупӑ сасӑсене палӑртма, уçӑ сасӑ çине пусӑм ӱкни-ӱкменнине пӗлме, хупӑ сасӑ хытти-çемçине, янӑравлӑ-янӑравсӑррине туйма, сӑмахри сасӑпа саспалли хисепне уяма;
сӑмах тытӑмне (тымарӗпе аффиксне) калама; пуплев пайӗсене (япала ячӗ, глагол, паллӑ ячӗ) палӑртма, вӗсем мӗнле формӑрине (япала ячӗсен хисепне, глаголсен вӑхӑчӗпе хисепне) чухлама; преçложенири сӑмахсен çыхӑнӑвне асӑрхама, сӑмах майлашӑвӗсене уйӑрма; преçложени тытӑмне (синтаксисне) ансат тишкерме (вӑл калуллӑ, ыйтуллӑ е хистевлӗ, кӑшкӑруллӑ е кӑшкӑрусӑр пулнине палӑртма, унӑн тӗп тата кӗçӗн
членӗсене, вӗсем хушшинчи çыхӑнӑва ыйту лартса тупма); ушкӑнпа тунӑ е хатӗр планпа усӑ курса 55—65 сӑмахлӑ изложени çырма вӗренсе çитмелле.
Тёрёслев ёçёсене вãл е ку темãна вёреннё май е вёренсе пётерсен ирттереççё. Вёсен шучё темãна вёренес йывãрлã-хран килет. Пётёмёшле тёрёслев ёдёсене ытларах вёрену чёрёкё, çурçулё вёçёнче (анчах юлашки кунсенче мар!) ирттереççё.

Вĕренÿ çулĕнче вĕрентсе сыртармалли ěçсен шучĕ:




Чĕрĕксем

1

2

3

4

Изложенисем

1

1

1

1

Сочиненисем

1

(60-55 сăмах)

1

(60-55 сăмах)

1

(60-55 сăмах)

1

(60-55 сăмах)

Тĕрĕслев диктанчĕ

2

(35-40 сăмах)

1

(35-40 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

Çырса илни

(тĕрĕслев)

1

(35-40 сăмах)

1

(35-40 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

1

(45-50 сăмах)

Изложении

(тĕрĕслев)

-

-

-

1

Словарь диктанчĕ

10-11 сăмах

10-11 сăмах

10-11 сăмах

10-11 сăмах

  1   2   3   4

Похожие:

Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconТăван çĕр-шыв сывă пулсан тăван йăву та пулĕ сан
Халăх ĕмĕт-шухăшне сăнлакан, çынсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен туйăмлă юрă-сăвă
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconШупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул»
...
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconУрок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси
Сывă-и, ачасем? Ырă кун пултăр пурне те! Паян пирĕн «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ. Халĕ эсир хăвăрпа паллаштарсамăр....
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconУрок Урок теми Кунĕ Тãван чĕлхе -пĕлу çãлкуçĕ. Техника хãрушсãрлãх правилисем

Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconКласс: 3 Л. Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок. Тема: Кайăк тусĕ. Тĕллевĕсем
«Кайăк тусĕ» калавпа паллаштарасси, пултарать сăмахпа сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тупма вĕрентесси
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconЧувашский язык Умĕн ăнлантарни
Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух...
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconАндриян Николаев – чǎваш кǎйкǎрĕ
Лётчик космонавт пек çирĕп сывлǎхлǎ пулма, Тǎван çĕр- шыва юратма, уншǎн усǎллǎ çын пулма вĕренесси
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconТĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем
Вĕсем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Вĕсем утса тухнă çул чăн-чăн паттăрсен çулĕ. Кашни чăваш ачин, кашни хăй халăхне хисеплекен...
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconВикторина : «Тăван тавралăх»
Ку: паллах: ачасем: сиртен нумай килет? Поездпа ларса кайма пир н билетсем =ук? +апах та билет вырённе эп сире тав=ёрулёхпа: п л...
Тãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем iconУрок планĕ «Юратнă Елчĕк ен»
Эпĕ Елчĕк районĕ 80 çул тултарнине халалласа «Юратнă Елчĕк ен» тĕпчев урокĕ хатĕрлерĕм. Çак ĕçре çамрăк тĕпчевçĕсем хамăр районти...
Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org