Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси



Скачать 45.88 Kb.
Дата23.06.2013
Размер45.88 Kb.
ТипДокументы
Пушă вăхăт

( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии)

Тĕллевсем:

  • Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси;

  • ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси; паянхи ачасен пушă вăхăчĕпе танлаштарасси;

  • вĕренекенсен пуплевпе шухăшлавне, тавракурăмне аталантарма пулăшасси.


Усă курмалли хатĕрсем: ӱкерчĕксем, тĕрев схемисем
Заняти юхăмĕ
I.. Занятии темипе паллашасси

- Ырă кун пултăр, ачасем тата вĕрентекенсем. Ачасем, ку – класс тулашĕнчи тĕлпулу. Паян эпир сирĕнпе яланхи пекех чăвашла калаçăпăр, хамăр чĕлхене пуянлатма тăрăшăпăр.

Эсир юратакан тупмалли юмахсем тата ыйтусем сире тĕлпулăвăн теми патне илсе çитерĕç.

Тимлĕ пулăр, тупсăмĕсене пĕлме тăрăшăр.

  1. Пирĕн вăрманти чи пысăк чĕрчун. (пăши)

  2. Урлă ура – утаман. (упа)

  3. Мĕнле чĕрчун вырăс халăх юмахĕнче çăмартана хӱрипе çапса çĕмĕрет? (шăши)

  4. Вырăсла ку кайăк тетерев, чăвашла мĕнле пулать-ши? (ăсан)

  5. Çуркунне ешĕл тум тăхăнать, кĕркунне тумне хывать. (вăрман)

  6. Ăна куртăм çĕр çинче ăшă çумăр хыççăнах, вăл питĕ савăнать, ăшă куна юратать. (ăман)

  7. Ка! Какалать. Ки! Кикилет, ларать- çăмарта тăвать, вĕçсе каять, шыва чăмать. (хур)

  8. Ку кайăк вырăсла – орел, чăвашла - … (ăмăрт кайăк)

  9. Хĕрлĕ хĕрлемес хир ч хине хĕрхенмест. (тилĕ)


- Питĕ аван. Халĕ тепĕр хут йĕркипе каласа тухăр- ха ӱкерчĕксем çинче мĕн?


Пăши упа шăши ăсан



Вăрман ăман хур ăмăрт кайăк тилĕ
- Ку сăмахсенчен пĕрремĕш сас паллисене çеç илетпĕр те сăмах майлашăвĕ йĕркелетпĕр. Мĕн пулчĕ ?
- Пушă вăхăт.

- Тĕрĕс. Пушă вăхăт – паянхи тĕлпулу теми.
(Доска çинче тема ПУШĂ ВĂХĂТ)
II.
Умĕнхи калаçу
- Ачасем, каласа парăр-ха мĕн тăватăр эсир пушă вăхăтра?

(Ачасем каласа параççĕ, каланăçемĕн доска çине тĕрев схемисем тухса пыраççĕ)

ТЕЛЕВИЗОР

КОМПЬЮТЕР

КĔНЕКЕ

ВĂЙĂСЕМ (урамра е пӱлĕмре)

ЮРАТНĂ ĔÇ (хобби)
- Халĕ вара пĕтĕмлетӱ туса хăваратпăр: хальхи вăхăтра ачасем пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ ?

(Доска çине ХАЛЬХИ ВĂХĂТРА (В настоящее время) тĕрев схеми çакатăп)

Пĕр ача пĕтĕмлетӱ тăвать.
III.Проблемăллă ситуации йĕркелесси

- Ачасем, мĕнле шутлатăр, сирĕн ват кукамайсемпе ват асаннĕрсем пĕчĕк чухне (50-60 çул каялла хăйсен пушă вăхăтне мĕнлерех ирттернĕ –ши?

Ачасем хăйсен шухăшĕсене калаççĕ.
1 мĕш класс ачисем сире шăпах çав вăхăта кăтартса параççĕ. Вĕсем сире вали вăйă каçĕ хатĕрленĕ. Алă çупса кĕтсе илетпĕр чи пĕчĕккисене.
IV. Тĕп пайĕ . ВĂЙĂ КАÇĔ
«Çеçен хирти шур хурăн» юрăпа карталанса тухаççĕ.

Ачасем: Миша теп, Миша теп, илтетн-и?

Миша: Илетĕп.

Ачасем: Эс ăçта, эс ăçта, эс ăçта?

Миша: Пахчара.

Ачасем: Вăййа тух, вăййа тух, вăййа тух.

Миша: Мĕн тума?

Ачасем: Савăнса, савăнса выляма.

Миша: Тухатăп.
«Çӱрет Ванькă» кĕвĕпе «çӱрет Миша» тесе юрлаççĕ.
1мĕш ача: Ачасем, атьăр-ха вăйă вылятпăр.

Ачсем: Вылятпăр, вылятпăр!

2мĕш ача: Мĕнле вăйă вылятпăр?

3мĕш ача: Пиçиххи пăрахмалла.

Ачасем: Çук, ун пек маар.

4мĕш ача: Çăлтăр шутламалла вылятпăр.

Ачасем: Çук, çук.

5мĕш ача: Айтăр çĕрĕ памалла вылятпăр.

Ачасем: Вылятпăр, вылятпăр.

5мĕш ача: Эпĕ валеçекенни пулатăп, Артем, эсĕ пĕлекенни пул.

(Ача çĕрĕ валеçет).

-Артем, çĕрĕ камра?

- Камра, камра, камра, камра, Ромăра.

- Çук, пĕлеймерĕн. Артема мĕн тутаратпăр?

6мĕш ача: Автанла авăттаратпăр.

Артем: Авăтас. Ку-ка-ре-ку!

7мĕш ача: Çитĕ пуль выляса, айтăр ташă ташлатпăр.

ТАШĂ ташлаççĕ.
V. Пĕтĕмлетӱ.

- Çакăнпа вăйă каçĕ вĕçленчĕ. Тăвăллăн алă çупса ăсатар-ха пĕчĕк артистсене.

- Ачасем, мĕнле шутлатăр, пушă вăхăта хальхи ачасем е ĕлĕкхи ачасем интереслĕ ирттернĕ?
- Йывăр ĕçпе юнашарах хаваслă вăйă-кулă пынă. Ача-пăча вăййи хăй пĕр уяв, Яш-кĕрĕм вăййи – уявран уяв.

Кашни çулах мĕн çуркуннерен пуçласа ĕç тухичченех хĕрсемпе каччăсем ялти чи илемлĕ вырăна пухăнса вылянă, кулнă. Кунта карчăк-кĕрчĕк сакĕ-сĕтелĕ те, ачасен тукмакла е пӱскелле вылямалли вырăнĕ те пулнă. Вăйă картинче юрă, ташă, шӱт, юмах, такмак тата тем те пĕр черетленсе янăранă, илтĕннĕ. Илемлĕ тумлă хĕрсемпе каччăсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Ĕçре маттур пулни вăйăра курăннă.

Чăваш Яш-кĕрĕмĕн вăййи нихăçан та сӱнмен.

Похожие:

Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconКласс тулашěнчи 5-мěш класпа ирттермелли сценари
...
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconĂнлантару çырăвĕ
Ку программăна И. А. Андреев профессор çырнă патшалăх стандарчĕпе ( Пуçламăш пĕлÿ паракан шкулти чăваш чĕлхи. Патшалăх стандарчĕ.)...
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconЧăваш чĕлхин историйĕ çырулăх куçĕпе
Енчен те чăвашăн çырулăхĕ пирĕн эрăчченех пулнă пулсан паян чăваш халăхĕн авалăхĕ пирки тавлашмалли питех те сахал юлатчĕ. Çавăнпа...
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconУрок теми: Иван Яковлевич Яковлев чaваш халaхeн аслa вeрентекенe
Цель урока: Иван Яковлевич Яковлевпа паллаштарасси, чaваш халaхeн учителeсене сум тума вeрентесси
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconЭ. В. Портнова Чăваш культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă видеороликсене шкул фоййинче кăтартни

Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconĔçе тăваканĕ: Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Иванова Валентина Михайловна, чр, Канаш районĕ, Сухайкасси шкулĕ
Ертсе пыракан: – Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем, юратнă ачасем, сире паянхи Чăваш чĕлхи кунĕн уявĕ ячĕпе чунтан саламлатпăр
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconВăрмарти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Антонова В. Г
Вĕрентÿпе ăс парăва наукăпа обществăн аталанăвне шута илсе, хальхи вăхăт ыйтнă пек йĕркелесси
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconП. В. Федотов 2012 çулхи акан 15-мĕшĕ Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература
Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури эрни ирттермелли план
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconУрока 1 класс 2 класс 3 класс 4 класс
Рисовского учебно-воспитательного комплекса
Пушă вăхăт ( Пуçламăш класс ачмсемпе класс тулашĕнче ирттермелли мероприятии) Тĕллевсем: Чăваш ен авалхи культурипе, ташши юррипе, вăййисемпе паллаштарасси; ĕлĕкхи вăхăтра ачасем, çамрăксем пушă вăхăтне мĕнле ирттернипе кăсăклантарасси iconУрок Урок теми: Ачасем шкула м\нпе ёъреёё\. Урок т\ллев\сем: М\нпе? (на чем?) ыйтури япала яч\семпе паллаштарасси. Лексика материал\: патне, ё\ршыв

Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org