Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул»



Скачать 57.97 Kb.
Дата03.07.2014
Размер57.97 Kb.
ТипУрок
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ

«Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул»

3 класра

«Çуркунне çитрĕ»

темăпа ирттернĕ урок конспекчĕ

Урока ирттерекен:

Семенова Мария Анатольевна,

Шупашкарăн 41 – мĕш шкулĕнче

чăваш чĕлхипе литературине

вĕрентекен

Шупашкар – 2009


Сапăрлăх тĕллевĕсем: тăван тавралăха юратма, çуркунне пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси, кайăксене упрама, пулăшма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: вĕреннĕ йывăçсен, кайăксен ячĕсене аса илсе пуплевре усă курма вĕрентесси. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен пуплевне аталантарасси, предложенисене тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарасси, чăвашла илемлĕ калаçма вĕрентесси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: «Çуркунне» темăпа çыхăннă сюжетлă ÿкерчĕксем, кайăксен, йывăçсен ÿкерчĕкĕсем, Power Point программăра хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), компьютер, проектор, магнитофон.
Урок тĕсĕ: урок конкурс.

Урăх юхăмĕ
1. Урока йĕркелени.
А) Ачасене сывлăх сунни, паллашни.
Ырă кун, ачасем! Чи малтанах эп сирĕнпе паллашасшăн. Мана Мария Анатольевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ паян сирĕн класра чăваш чĕлхи урокне ирттерĕп. Эсир мана пулăшасса, пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.
Ă) Урок тĕллевĕсемпе паллаштарни.
Ачасем, паян пирĕн традицие кĕмен урок конкурс пулать. Урокра тĕрлĕ ĕç тăвăпăр. Эсир пĕр – пĕринпе тупăшатăр. Кашни тĕрĕс хуравшăн, тĕрĕс пурнăçланă ĕçшĕн çăлтăр илетĕр. Камсем нумайрах çăлтăр пухаççĕ – çавсем урок вĕçĕнче парне илме тивĕçлĕ пулĕç. Пурне те ăнăçу сунатăп. Паянхи урокра эсир чăваш чĕлхине юратса вĕреннине кăтартасса шанатăп.
2. Урок темипе паллаштарни.
Ачасем, паянхи урокра мĕн çинчен калаçассине эпир кроссворд тăрăх ĕçлесе пĕлетпĕр.
1 слайд. Йывăç ячĕсене вырăсларан чăвашла куçарса çуркунне сăмаха тупмалла. (Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).


1.
1.Черемуха

2. Береза


2.
3. Ель

gif" align=left hspace=12>
3.
4. Липа

5. Вяз


4.
6. Дуб


5.
7. Калина


6.
8. Рябина

8.

7.



Ачасем, кроссвордра мĕнле сăмах пытаннă? (Çуркунне). Тĕрĕс. Паянхи урок теми - «Çуркунне çитрĕ». Урокра эпир çуркунне паллисем, кайăксем çинчен калаçатпăр. Халĕ çĕнĕ сăмахсемпе паллашатпăр.
2 слайд. Сăмахсене тĕрĕс куçармалла.
Йăва огород

Кимĕ гнездо

Пахча кораблик

Курăк листья

Кăнтăр трава

Çулçăсем юг
Сăмахсем вырăсла мĕнле куçнине ачасем хăйсемех калаççĕ. (Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).
Ачасем, çуркунне çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел пăхать, юр ирĕлет, урамра шыв юхать, кайăксем вĕçсе килеççĕ). Тĕрĕс. Çуркуннен паллисенчен пĕри – кайăксем кăнтăртан вĕçсе килни. Халĕ эпир çуркуннехи вăрмана кайатпăр, кайăксен илемлĕ сассисене итлетпĕр. ( Магнитофонпа кайăксен сассисене итлеççĕ).

Кайăксене эпир мĕнле ушкăнсене пайлатпăр?( Пирĕн патра хĕл

каçаканнисем, çуркунне вĕçсе килекеннисем).
3 слайд. Хăшĕ ытлашши? (Хĕл каçаканнисене каласа тухмалла).

1. Курак, уйăп, шăнкăрч, чакак.

2.Тăри, улатакка, кăсăя, сар кайăк.

3. Ула курак, шăпчăк, тăрна, çерçи.

4. Куккук, кăвакарчăн, чĕкеç, чана.

(Кайăксен ÿкерчĕкĕсене доска çине çакнă, вырăсла куçарнă).
Ачасем, кайăксем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт – кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ). Кайăксем те пирĕнтен пулăшу кĕтеççĕ. Эпир вĕсене мĕнле пулăшма пултаратпăр? (Шăнкăрч вĕллисем тумалла, йăвисене, çăмартисене тĕкĕнмелле мар.)

(Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).
Кану саманчĕ.
Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ, вĕçеççĕ…

Уй кураççĕ те лараççĕ.

Кăштах ларсан тăраççĕ те

Татах вĕçеççĕ, вĕçеççĕ.

(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăвавççĕ).
3. Урок темине çирĕплетни.
4 слайд. Ансăр предложенисене анлăлатмалла.

Çуркунне çитрĕ.

Хĕвел пăхать.

Çил вĕрет.

Юр ирĕлет.

Шыв юхать.

Кайăксем вĕçсе килчĕç.

Курăк тухать.

Ачасем выляççĕ.

(Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).
5 слайд. Сăмахсенчен предложенисем тумалла.
1. Çуркунне, ăшă çитрĕ.

2. Хĕвел, сарă, пăхать.

3. Шыв, юхать, çырмара.

4. Йывăçсен, сарăлаççĕ, çулçисем.

5. Килеççĕ, кайăксем, вĕçсе.
6 слайд. «Çуркунне» темăпа çыхăннă предложенисем тупмалла.
1. Ачасем тăвайккинчен ярăнаççĕ.

2. Яланах çумăр çăвать.

3. Кураксем вĕçсе килчĕç.

4. Упа шăтăкран тухать.

5. Пахчара çырласем пиçеççĕ.

6. Шурă юр ирĕлет.

7. Ачасем шăнкăрчсем валли вĕллесем тăваççĕ.

(Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).
6 слайд. «Çуркунне» темăпа çыхăннă сюжетлă ÿкерчĕксемпе ĕçлесси, ыйтусем çине хуравласа кластер тăвасси.
(Ϋкерчĕксем çине кăтартса ыйтусем паратăп, ачасем тĕрĕс хуравласан хуравсем экран çине тухса пыраççĕ).
1. Çуркунне хĕвел пăхать – и?

2. Шурă юр мĕн тăвать?

3. Кайăксем ăçтан вĕçсе килеççĕ?

4. Мĕнле курăк тухать?

5. Йывăçсем мĕн кăлараççĕ?

6. Ачасем урамра мĕн тăваççĕ?

7. Çынсем мĕнле тумланаççĕ?

8. Ăçта çурхи ĕçсем пуçланаççĕ?

(Тĕрĕс хуравлакансем çăлтăр илеççĕ).

Хĕвел пăхать.



Шурă юр ирĕлет.

Пахчара çурхи ĕçсем пуçланаççĕ.





Кайăксем кăнтăртан вĕçсе килеççĕ.

Çынсем çăмăл тумланаççĕ.





Ачасем урамра кимĕсем яраççĕ.


Симĕс курăк тухать.


Йывăçсем çулçă кăлараççĕ.

4. Урока пĕтĕмлетни, çĕнтерÿçĕсене чыслани.
Ачасем, эпир урокра мĕнле вăхăт çинчен калаçрăмăр. Сире çуркунне килĕшет – и? Мĕншĕн килĕшет? (Ачасем хуравлаççĕ).

Çуркунне – чи илемлĕ вăхăтсенчен пĕри. Симĕс курăк, чечексем тухаççĕ. Йывăçсем çулçă кăлараççĕ. Вĕсем пирĕн тавралăха илем кÿреççĕ. Çак илеме эпир мĕнле упрама пултаратпăр? (Йывăçсене хуçмалла мар, чечексене татмалла мар, курăка таптамалла мар).Эпир çак ырă ĕçсене тума пултаратпăр -и ?
Класра камсем чи хастар пулнине палăртатăп. Çĕнтерÿçĕсене парнесем паратăп.
Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп. Сывă пулăр!

Похожие:

Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconП. В. Федотов 2012 çулхи акан 15-мĕшĕ Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература
Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури эрни ирттермелли план
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconЧаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ
Заняти ирттерме кирлĕ хатĕрсем: альбом листи, фломастер, компьютер, проектор, Васнецовăн «Аленушка», «Богатыри» ÿкерчĕкĕсем
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconЧăваш чĕлхи, мухтатăп сассуна. Чун-чĕререн кăмăлласа
...
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconĂнлантару çырăвĕ
Ку программăна И. А. Андреев профессор çырнă патшалăх стандарчĕпе ( Пуçламăш пĕлÿ паракан шкулти чăваш чĕлхи. Патшалăх стандарчĕ.)...
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» icon«Чёваш Республикин Елч к район нчи Кив. Эйпе=ри п т. м шле п л\ паракан т п шкул» бюджетлё муниципаллё учреждени

Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconТ м. шле п л\ паракан т п шкул Класс тулаш нчи.= «Аваллёха ку= пек упрар!»,=е хат рлесе ирттерекен сем пу=ламёш класра в рентекенсем Адюкина А?В? тата Макова Л?П? Аслё Таяпа 2009 Урок
Ачасем: паян пир н шкул ум нче ирех чакак ларать? Асанн\сем: анн\сем каланине илтмен-и эсир% м не п лтерет-ши =ак
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconАбрамова Г. В. Универсалл= в\ренъ \ё-х\л\сене выр=с шкул\н ч=ваш ч\лхи урок\сенче аталантарасси
Абрамова Г. В. Универсалл= в\ренъ \ё-х\л\сене выр=с шкул\н ч=ваш ч\лхи урок\сенче аталантарасси / 1-м\ш класра \ёлекен в\рентекенсем...
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconЧăваш Республикин вěрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Пирěн ялти хушма ятсене икě пысăк ушкăна уйăрма пулать: йăх тăрăх пыраканнисем, уйрăм çынпа çеç çыхăннисем
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconВăрмарти вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Антонова В. Г
Вĕрентÿпе ăс парăва наукăпа обществăн аталанăвне шута илсе, хальхи вăхăт ыйтнă пек йĕркелесси
Шупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул» iconЭ. В. Портнова Чăваш культурипе, йăли-йĕркипе çыхăннă видеороликсене шкул фоййинче кăтартни

Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org