Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ



Дата03.07.2014
Размер59.4 Kb.
ТипДокументы
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри

пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул

Класс сехечĕ

Килĕшÿлĕх, илемлĕх, юрату

Ĕçе пурнăçлаканĕ

кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен

Зайцева Т.П. учительница
Кивĕ Эйпеç ялĕ


Тĕллевĕ: килĕшÿлĕхе, илемлĕхе туйма хăнахтарасси .
Задачисем: ÿкерчĕкри килĕшÿлĕхе тăвасси;

кĕвĕ килĕшÿлĕхĕ;

хускану килĕшÿлĕхĕ;

паллă художникĕн ÿкерчĕкĕсем тăрăх «илем» ăнлава тишкересси;

илемлĕхе туйни юрату çуратать темăпа калаçни.

Заняти ирттерме кирлĕ хатĕрсем: альбом листи, фломастер, компьютер, проектор, Васнецовăн «Аленушка», «Богатыри» ÿкерчĕкĕсем

Заняти юхăмĕ
-Сире вăрман килĕшет-и? Чечекленнĕ хир? Çуп- çап купи?

-Эсир варманпа улăха хитре тетĕр-и, çуп-çап купине?

-Вăрманпа улăх-çаран хитри, çуп-çап купи хитре марри ăçтан курăнать?

-Хăш чухне пĕр хут çеç пăхса илетĕн çеç, хитрипе илемсĕррине тÿрех уйăрса илеетĕн. Мĕн лайăххипе лайăх маррине çынна никам та ăнлантармасть, çын усалпа лайăха тÿрех уйăрса илет.

Çакна тума çынна чĕре пулăшать. Эпир час-часах çапла каланине илтетпĕр-чун туртмасть, чĕре хушмасть. Апла пулсан çын чĕрипе итлеме те, туйма та, курма та пултарать.

Атьăр-ха эпир те илемлĕх , хитрелĕх, килĕшÿллĕх тени мĕн пулнине ăнланма, чĕре мĕншĕн ăна туйнине пĕлме тăрăшар.

Сирĕн умăрта альбом листи тата тĕслĕ кăранташсем выртаççĕ. Çак хут листине çĕр татки тесе шутлар. Эпир ун çине илемлĕх тума тăрăшăпăр. Çара çĕр вăл- илемлĕ мар. Симĕс курăк çине пăхма вара кăмăллăрах. Айтăр эпир те симĕс курăк ÿкерер. Курăк хушшинче пĕр чечек ÿсет, унта татах … Камăн чечекки çине лĕпĕш килсе ларчĕ? Лĕпĕшсем –питĕ хитре, тĕрлĕ тĕслĕ кăпшанкăсем.

-Сирĕн ÿкерчĕк çинче çанталăк мĕнле? Хĕвел пăхать- и?

Халĕ ÿкерчĕксене тинкерер. Лĕпĕшсем чечексене илемлетрĕç, чечексем - курăка , курăк- çара çĕре, хĕвел вара пирĕн кăмăла лайăхлатрĕ.

Сирĕн ÿкерчĕксем çинче темиçе япала пур. Вĕсем пĕр пĕринчен уйрăлса тăраççĕ, анчах та пĕр-пĕринпе килĕшсе, пĕр-пĕрне пуянлатса тăраççĕ!

- Мĕнпе килĕшсе тăраççĕ - ши вĕсем?

-Тĕсĕпе, формипе, çутçанталăкра чăн-чăнах çавăн пек пулать.

-Сирĕн çакăн пек çаран çинче выляс килет-и?

-Сирĕн ÿкерчĕк çинчи япаласем хитре, пĕр-пĕринпе килĕшсе тăнине эсир чĕрепе туйса илтĕр те вĕсене альбом листи çине пĕрле ÿкертĕр. Сирĕн çутсанталăк çинчен хитре ÿкерчĕк пулчĕ.

- Мĕнле шутлатăр, çакăнта илемлĕхе пасас мар тесен тата мĕн ÿкерме пулать?

- Халĕ куç умне çакна кăларса тăрататпăр: çак уçланкăра пушă бутылксем, тимĕр таткисем, хут, тĕрлĕрен çуп-çап выртать. Пирĕн ÿкерчек хитре, килĕшÿллĕ пулать-и?

- Калăр-ха. Ўкерчĕк килĕшÿллĕ пултăр тесен кашни пайĕ мĕнле пулмалла?

-( Илемлĕ .
Вĕсем пĕр-пĕринпе тĕсĕпе, пĕлтерĕшĕпе килĕшсе тăмалла, пĕр-пĕрне пуянлатмалла).

- Çавăнпа та килĕшĕвĕ (гармония) – япаласем пĕр – пĕринпе тĕсĕпе, илемлĕхĕпе, пĕлтерĕшĕпе килĕшсе тăнине калаççĕ.

Улăхри чечексем хитре, анчах та унта лĕпĕш ларсан тата та хитререх. Симĕс курăк хушшинче ÿсекен чечекпе ун çинчи лĕпĕш тата та хитререх. Ўкерчĕкри пĕчек япаласем пĕрлешсе илем тăваççĕ.

Чечек хитре, анчах та вĕсем йран çинче нумай пулсан тата та хитререх.

Шыв тумламĕ хитре, хĕвел çинче йăлтăртатсан тата та илемлĕрех. Нумай шыв тумламĕнчен çăлкус, юханшыв е тинĕс пулса каять. Пĕр юр пĕрчи хăй хитре пулсан та ăна пурте тÿрех курма пултараймаççĕ. Нумай юр пĕрчи ÿксен çĕр çийĕ хĕллехи шурă тум тăханать те тавралăх илемленсе каять. Ахаль кирпĕч те, чылайăшĕ унра илем курмасан та, ытти кирпĕчсемпе пĕрлешсе мăнаçлă чиркÿ, собор, çуртсен илемне тăвать.

- Килĕшÿпе килешÿсĕрлĕх (дисгармония) пурнăçра пĕтĕм çĕрте тĕл пулаççĕ: çутçанталăкра, çынсен хутшăнăвĕнче, çынпа çутçанталăк хушшинче.

Эпир те килĕшÿллĕ тата килĕшÿллĕ мар хутшăнусен тĕслĕхне тупар –ха.

- Çутçанталăкра: чечекпе лĕпĕш, çынпа йытă, кушакпа йытă, читлĕхри чĕрчун.

Çынсен хутшăнăвĕнче: мир, туслăх, юрату , варçă, хирĕçу, курайманлăх.

Çынпа çутçанталăк хушшинче – чĕрчунсемшĕн тăрăшни, йывăçсем лартни, юханшывсене вараланасран сыхлани килĕшÿллĕ.

Çутçанталăка варалани, чĕрчунсене тытни, çуп-çап куписем выртни- килĕшÿсĕр.

- Пĕтĕмлĕтсе хăварăр-ха, мĕн вăл килĕшÿлĕх.

- Япаласем пĕр-пĕринпе килĕшсе, пĕр - пĕрне пуянлатса тăни илем тăвать. Анчах та, пĕр илемсĕр япала çеç пултăр çак килĕшÿллĕхе пăсать. Тĕслĕхрен: хулари çуртсем илемлĕ, анчах вĕсен умĕнче выртакан çуп-çап куписем илеме пăсаççĕ. Кĕпе хитре, ун çинчи вараланчăк вара – кĕпе хитрелĕхне пĕтерет, çын вунă сăмах каланă вăхатра пĕр усал сăмах кăна калатăр - кăмăл пăсăлать. Чăвашсен çакăн пек каларăш пур-пĕр: усал пăру пĕтем кĕтĕве варалать. Пĕр килешÿсĕр япала çеç тăватăн – пĕтĕм илем пĕтет.

- Итлесе пăхар – ха пĕр кĕвĕ.

- Халĕ теприне.

Хăш кĕввине сирĕн итлес килет, вăл сирĕн чĕрене савăнтарать.

- Халĕ икĕ ача доска умне тухăр-ха . Пĕри килĕшÿллĕ хусканусем тăвать, тепри тĕрлĕрен авкаланса хуçкаланать.

- Хăш ачан хусканăвĕ сире килĕшрĕ.

-Килĕшÿллĕ хусканăва мĕн теме пулать.

- Килĕшÿллĕ япала илем патне илсе пырать, килĕшÿсĕр япала хирĕçÿпе нĕрсĕрлĕх патне.

Эсир пурте Аленушкăпа унăн Иван шăллĕ çинчен юмаха илтнĕ ĕнтĕ.

Аса илĕр-ха ăна.(Ачасем выляса катартаççĕ)

- ак юмах тăрăх вырăссен паллă художнике Васнецов «Аленушка» укерчĕк тунă.

- Мĕнле шутлатăр, Аленушкăн кăмăлĕ мĕнле-ши çакăнта?

- Мĕншĕн?

- (Вăл шăллĕ качака путекки пулнăшăн кулянать).

- Аппăшĕ питĕ хуйхăрнине пичĕ кана мар, унан кĕлетки те кăтартать. Вăл пĕшкенсе ларнă, пуçне пĕкнĕ. Çутçанталăк та унпа пĕрле хуйхăрнăн туйăнать. Йывăçсем çинчен куççуль пек çулçăсем тăкăнаççĕ. Хуйхăрнине шыв тĕксĕм пулни те кăтартать. Сире çак ÿкерчĕк килĕшет-и?

- Ку укерчĕк çыннăн хуйхине кăтартать, эпир Аленушкăна шĕллетпĕр, пирĕн Иванушкăна пулăшас килет. Ку питĕ паха укерчĕк.

-Акă тепĕр укерчĕк. Ун çинчен Саша каласа парать.

- Ку ÿкерчĕке Васнецов « Богатыри» былина тăрăх ÿкернĕ. Унта эпир хăюллă паттăрсене куратпăр. Вĕсем вырăс çĕрне тăшмансенчен сыхлаççĕ. Асли- Илья Муромец, вăтамми-Добрыня Никитич, кĕçĕнни –Алеша Попович. Кашни çинчен вырăс халăхĕ былина çырнă.

- Сире çак ÿкерчĕк килĕшет-и? Мĕншĕн?

- Вырăс паттăрĕсен хăюлăхĕ пирте Тăван çĕршывшăн мăн кăмăллăх çуратать, çакăн пек паттăрсем пуррипе ыранхи кун та тăнăçлă пулассине шантарать.

Çак ÿкерчĕксене эпир илемлĕ теме пултаратпăр – и?

- Ак çак ÿкерчĕке.( Тĕрлĕрен илемсĕр йĕрсем тунă ÿкерчĕк кăтартатăп)

- Апла пулсан сире малтанхи ÿкерчĕк килĕшрĕ, юлашки килĕшмерĕ?

-Мĕншĕн –ши.

-(Мĕншĕн тесен малтанхи ÿкерчĕксенче кашни пайĕ тĕспе килĕшсе тараççĕ, пĕр ăнлава пĕлтереççĕ. Çакă пирĕн чĕрере пĕр туйăм вăратать. Юлашки ÿкерчĕкре вара япаласем пĕлтерĕшĕпе те, тĕсĕпе те килĕшсе тăмаççĕ, çавăнпа та пирĕн чĕре ăна йышăнмасть, ăна ку ÿкерчĕк килĕшмест.

-Эпир паян сирĕнпе хитре тата хитре мар ÿкерчĕксем, кĕвĕ, ташă çинчен калаçрăмăр.

Мĕншен -ха эппин эпир пурнăçра час-часах хитре марине, нĕрсррине куратпăр. Калăр –ха , сире мĕн ытларах килĕшет: шурă юр е пылчăк? Йăран çинчи чечек е татса пăрахнă шаннă чечек, тасалăх е тирпейсĕрлĕх. Пурнăçра яланах килĕшекенни те килĕшменни те пур. Мĕншен пĕри килĕшет, тепри килĕшмест, пирĕн çавна ăнланса илме пĕлмелле. Çынсем илеме туйни лайăх е япăх.

- Çынсене нĕрсĕр япала килĕшни.

- Паллах япăх. Хитрипе нĕрсĕррине, ырăпа усала уйăрса илме пелмесĕр çын - чăн-чăн çын пулма пултараймасть. Илеме çын хăй тăвать, илем мĕн иккенне пĕлмен çын вара мĕнле илем тутăр – ха вăл. Пĕр çын илеме туять те ырă сăмахсем çеç калать. Тепри илем мĕнне ăнланмасть те намăс сăмахсемпе калаçать. Пĕри хитре ÿкерчĕк тума тăрăшать, тепри хута чĕркелесе варалать. Пĕри савăнса юртан Хĕл Мучи кĕлеткине тăвать, пурте савăнччĕр тесе тăрăшать, тепри ăна юриех çĕмĕрет. Илеме туйма пĕлнипе пĕлменнинчен çыннăн ĕçĕ-хĕлĕ, самахĕсем, чи кирли- шухăшĕсем мĕнле пуласси паллă.

Канши çын чĕринче илеме юратма пĕлни пытаннă. Çын илем çинчен шутласан, унпа хавхалансан, çак юрату ÿссе пырать, çыннăн кăмăлĕ те ырă енне улшăнать. Ырăлăх илемпе çыхăннă. Ырă пулни вăл яланах илемлĕ. Юратакан чĕре те яланах илемлĕ.

Илем- пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшакан çип.

Похожие:

Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconШупашкарти мууниципалитетăн пĕлÿ паракан учрежденийĕ «Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ, уйрăм предметсемпе тарăн пĕлÿ паракан 41 – мĕш шкул»
...
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconЧăваш чĕлхи, мухтатăп сассуна. Чун-чĕререн кăмăлласа
...
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconП. В. Федотов 2012 çулхи акан 15-мĕшĕ Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература
Аслă Мамири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури эрни ирттермелли план
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ icon«Чёваш Республикин Елч к район нчи Кив. Эйпе=ри п т. м шле п л\ паракан т п шкул» бюджетлё муниципаллё учреждени

Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconĂнлантару çырăвĕ
Ку программăна И. А. Андреев профессор çырнă патшалăх стандарчĕпе ( Пуçламăш пĕлÿ паракан шкулти чăваш чĕлхи. Патшалăх стандарчĕ.)...
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconТ м. шле п л\ паракан т п шкул Класс тулаш нчи.= «Аваллёха ку= пек упрар!»,=е хат рлесе ирттерекен сем пу=ламёш класра в рентекенсем Адюкина А?В? тата Макова Л?П? Аслё Таяпа 2009 Урок
Ачасем: паян пир н шкул ум нче ирех чакак ларать? Асанн\сем: анн\сем каланине илтмен-и эсир% м не п лтерет-ши =ак
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconУрок планĕ «Юратнă Елчĕк ен»
Эпĕ Елчĕк районĕ 80 çул тултарнине халалласа «Юратнă Елчĕк ен» тĕпчев урокĕ хатĕрлерĕм. Çак ĕçре çамрăк тĕпчевçĕсем хамăр районти...
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconАбрамова Г. В. Универсалл= в\ренъ \ё-х\л\сене выр=с шкул\н ч=ваш ч\лхи урок\сенче аталантарасси
Абрамова Г. В. Универсалл= в\ренъ \ё-х\л\сене выр=с шкул\н ч=ваш ч\лхи урок\сенче аталантарасси / 1-м\ш класра \ёлекен в\рентекенсем...
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconЁнлантарса пани
Чёваш Республикин В. рен\ тата =амрёксен политикин министерстви 2005 =улта =ир плетн в рен\ план тёрёх чёваш шкул сенче тёван ч лхе...
Чаваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Класс сехечĕ iconЧаваш республикине пелетен-и? «Ҫӑлтӑр саманчӗ»
Тӗллевсем: 1 ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; 2 вӗренекенсен тимлӗхне, шухӑшлавне аталантарасси; 3 ачасен...
Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org