Урок теми: «Туслăхра вăй»



Скачать 65.93 Kb.
Дата03.07.2014
Размер65.93 Kb.
ТипУрок
Урок теми: «Туслăхра - вăй».

Сапăрлăх тĕллевĕ:

  • ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;

  • пĕр-пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;

  • тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ:

  • туслăх çинчен калаçу ирттересси;

  • тĕрлĕ йышши хăнăхтарусем урлă илнĕ пĕлĕве ăша хывасси.

Аталантару тĕллевĕ:

  • ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.

Урок тĕсĕ: ИКТпа усă курса çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем:

  • учитель сăмахĕ;

  • ыйту-хурав;

  • калаçу;

  • шырав;

  • кластер, синквэйн тăвасси;

  • ваттисен сăмахĕсемпе ĕслесси;

Пуплеве аталантарасси:

  • шухăша çирĕплетесси;

  • ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.

Словарь ĕçĕ:

Туслăх вăйĕ – сила дружбы

Тимĕртен çирĕппи – крепче железа

Çил-тăвăлран вăйли – сильнее урагана

Çапла хакланă – так ценили

Авалтанпах – издревле, с древних времен

Ватă асаттесем – прадеды

Кил-йыш - семья

Кÿршĕ-аршă – соседи

Ял-йыш – односельчане

Мирлĕ те туслă пурăннă – жили мирно и дружно

Хăйсен ирĕкĕпе вăрçă-харкашу пуçарман – по своей воле не начинали ссориться и враждавать

Чăвашсем хушшинче – среди чувашей

Пур çĕрте те – всюду, везде

Кÿршĕсемпе килĕштернĕшĕн, уçă кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ – уважают за добрососедство, открытый характер и трудолюбие

Хăйне кÿрентермен çынна чăваш яланах тарават – с человеком, не обижавшим его, чуваши всегда доброжелательны и приветливы

Çур чунне çурса пама хатĕр – готовы поделиться половиной своей души

Кирлĕ хатĕрсем:

Вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, Power Point программăпа хатĕрленĕ слайдсем (ÿкерчĕксемпе дидактика материалĕсем), туслăх çинчен ÿкерчĕксем, видеоролик, музыка.

Урок эпиграфĕ:

«Туслăх ылтăнран та, кĕмĕлрен те хаклă».

(Ваттисен сăмахĕ)

Урок юхăмĕ

  1. Класа, урока йĕркелесси.

  2. Метаграммăра мĕнле сăмахсем пытаннине тупасси. (1 слайд)

Пуçлансассăн П-пала

Шутсăр кирлĕ япала.

Лав çинчи утта ялан

Унпала туртса çыхан.

Пуçлансассăн Т-пала

Пирĕн кăмăл тулмалла,

Тĕрлĕ халăх асĕнче

Çак сăмах çеç пулмалла. (ПУСЛĂХ – ТУСЛĂХ)

Пуслăх - гнёт, притужина (для пригнетания сена, соломы, снопов на возах).


Учитель сӑмахĕ. Тупсăмне тупнă хыççăн урок темипе тĕллевĕпе паллаштарни. (2 слайд)

Туслӑх, юлташлӑх, тус тата юлташ ӑнлавсем ансат пек туйӑнаҫҫĕ пулсан та, тепĕр чухне хамӑр хутшӑнура пулса иртекен пулӑмсене хамӑр та ӑнланмастпӑр. Хамӑр хушӑри ырӑ хутшӑнусене сыхласа хӑварасси хамӑра хамӑр мĕнле тыткаланинчен, эпир мĕнле сӑмах тытнинчен нумай килет.

Сирĕн пурин те юлташсем, туссем пур. Ҫак ӑнлавсем пĕр-пĕринпе питĕ ҫывӑх пулсан та пĕр-пĕринчен уйрӑлса тӑраҫҫĕ. Мĕнле?

Хуравсем: Юлташ - шухӑш пĕрлĕхĕпе тепĕр ҫынна ҫывӑх ҫын.

Тус - ҫывӑх хутшӑнура тӑракан питĕ шанчӑклӑ ҫын.

Санӑн тус пулни тата ху камшӑн та пулин тус пулни – питĕ пысӑк телей.

Ыйту: Сирĕн шутӑрпа, чӑн-чӑн туслӑх мĕн вӑл?


  1. Текстпа ĕçлесси.

- Словарь ĕçĕ ирттересси. (3-4 слайд)

- Учитель вулавĕ.

- Текста вырăсла куçарасси.

- Текст тăрăх калаçу ирттересси.
4. Ыйтусемпе ĕслесси: (5 слайд)

а) Чăвашсем авалтанпах туслăха мĕнле хакланă?

ă) Ытти халăхсемпе чăвашсем мĕнле пурăннă?

б) Халĕ чăвашсем ăçта-ăçта пурăнаççĕ?

в) Чăвашсем хушшинче мĕнле халăхсем пурăнаççĕ?

г) Чăвашсене ытти халăхсем мĕншĕн хисеплеççĕ?

  1. Сылтăм енне сăмахсен антонимĕсене çырса тухăр. Пĕрремĕш саспаллисене çÿлтен аялалла вуласан ваттисен сăмахĕ вуланĕ. (6 слайд)

юрăхлă юрăхсăр

япăх лайăх

çутă тĕттĕм

хĕрарăм арçын

хура шурă

ыран паян

ăслă ухмах

пур çук

анлă ансăр

кăнтăр çурçĕр

сивĕ ăшă

çуллĕ лутра

ĕçчен наян

уяр ăмăр


  1. Хăнăхтарусемпе ĕçлесси. (7 слайд)

    • Çĕр тенкĕ пул… çĕр тус пултăр. (–иччен)

    • Юлташ…юлташ пул – (-па)

Юлташ… ÿксе ан юл. (ран)

    • Пурнăçăн илемĕ –

Çирĕп туслăх… (-ра)


  1. «Туслăх» сăмах ытти чĕлхесенче мĕнле илтĕнет-ши?

Чăвашла - туслăх

Вырăсла - дружба

Тутарла - дуслык

Акăлчанла - friendship

Нимĕçле - freundschaft

  1. Кану саманчĕ. (8 слайд)

- Юнашар тăракана йăл кулатпăр.

- Лайăх кăмăллă çыннăн пичĕ мĕнле? Туса кăтартăр.

- Чунра йывăр, начар кăмăллă çыннăн питне туса кăтартăр.

- Ачасем, алăсем туслашма пултараççĕ-ши?

- Юлташăн аллине тытăр. Вăл мĕнле туйăм çуратать? Мĕн каланă пулăттăр?

- Юлташăн кăмалĕ мĕн сарлакăш, мĕн çÿллĕш?

- Юлташпа мĕнле утăмсемпе утатăр?


  1. Рифма тăрăх кирлĕ сăмах тупасси. (10 слайд)

а) Яланах пĕрле çулла

Эп çÿреп унпа … (на рыбалку).

ă) Эп пĕлетĕп хам та лайăх,

Ман юлташ вăл шутсăр … (хороший).

б) Ун чăнах та ырă кăмăл,

Çавăнпа мана та … (легко).

в) Ав унта ÿсет сар тырă,

Ман юлташ епле çав …(хорошо).

г) Е çуратпăр иккĕн вутă,

Пуçтаратпăр типĕ … (сено).


  1. Ваттисен сăмахĕсене тупасси. (11 слайд)

Тус пулсан мул та пур.

Çĕр сум пуличчен çĕр тус пултăр.

Тусу çук пулсан тупма тăрăш, тупсан – упрама тăрăш.

Укçапа пуйиччен туспа пуй.

Çĕнĕ тус тупсан та, киввине ан ман.

Туслăха сутăн илеймĕн.

Туслăхра – вăй.
11. Тест ирттересси: (12-13 слайд)

  1. Тĕрĕс мар сăмах майлашăвне кăтартăр.

а) шанчăклă тус

ă) юлташсăр çын

б) хитре ача

в) çывăх тăван

г) туслă тус

2. Тĕрĕс йĕркеленĕ предложенисене палăртăр.

1) Манăн çывăх юлташ шкулта вĕренет.

2) Юлташ çывăх вĕренет манăн шкулта.

3) Вĕренет çывăх манăн шкулта юлташ.

4) Шкулта çывăх манăн юлташ вĕренет.

3. Тĕрĕс куçарнă схемăна тупса палăртăр

1. 1) тус а) родственник

2) тăван ă) красивый

3) шанчăклă б) друг

4) çывăх в) синеглазый

5) туслă г) верный

6) хитре д) дружный

7) кăвак куçлă е) близкий
2. 1) тус а) родственник

2) тăван ă) красивый

3) шанчăклă б) друг

4) çывăх в) синеглазый

5) туслă г) верный

6) хитре д) дружный

7) кăвак куçлă е) близкий

12. Кластерпа синквейн тăвасси: (14-15 слайд)




























13. Урока пĕтĕмлетесси. (17 слайд)

Ӳкерчĕкре эсир мĕн куратăр? Ун тăрăх мĕн каланă пулăттăр?
13.1. Вăхăт юлсан кроссвордпа ĕçлетпĕр. (18 слайд)
14. Килти ĕç: «Туслăхра - вăй» сочинени çырмалла. (19 слайд)






Похожие:

Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок теми: Синтаксис. Пунктуаци. Эл‡к сали, 2005®ул. Урок теми: Синтаксис. Пунктуаци
Урок т‡ллев‡сем: 1 в‡ренекенсен синтаксис тата пунктуаци хµнµхµв‡сене ®ир‡плетесси
Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок Урок теми: Ачасем шкула м\нпе ёъреёё\. Урок т\ллев\сем: М\нпе? (на чем?) ыйтури япала яч\семпе паллаштарасси. Лексика материал\: патне, ё\ршыв

Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок Урок теми Кунĕ Тãван чĕлхе -пĕлу çãлкуçĕ. Техника хãрушсãрлãх правилисем

Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок № Дата Урок теми 1 семестр (26 сехет)

Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок Урок теми Кунĕ «Алран кайми аки сухи». «Уй варинче». «Хурãн çулçи»
Килти вулав урокĕ. Ю. Силем «Пылпа çãкãр», М. Васлейĕ «Чãнах и», У. Якаве «Чãваш чуне»
Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě
Япала ячĕн морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хаварасси
Урок теми: «Туслăхра вăй» iconУрок. Урок теми: «Япала яч\сем ёинчен в\реннине аса илни.»
Паянхи урокра вара эпир сир\нпе хам=р ч\лхе пуянл=хне малалла пуянлататп=р. Т=ванн ч=лхе т=ван хал=х=н них=ёан та икс\лми =с-т=н...
Урок теми: «Туслăхра вăй» icon-
Ислама, над теми имамами, властителями, людьми, посвятившими себя Исламскому призыву, богобоязненными и праведными, которые последовали...
Урок теми: «Туслăхра вăй» icon-
Ислама, над теми имамами, властителями, людьми, посвятившими себя Исламскому призыву, богобоязненными и праведными, которые последовали...
Урок теми: «Туслăхра вăй» icon-
Ислама, над теми имамами, властителями, людьми, посвятившими себя Исламскому призыву, богобоязненными и праведными, которые последовали...
Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org