Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси



Скачать 88.64 Kb.
Дата25.07.2014
Размер88.64 Kb.
ТипУрок
Урок тĕллевĕсем:


  1. «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси;

  2. Ачасен çыхăнуллă пуплевне, калаçу чĕлхине аталантарасси;

  3. Чĕлхесене тăрăшса вĕренме хавхалантарасси;


Кирлĕ хатĕрсем:

  1. «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» плакат.

  2. «Чăвашла – вырăсла – тутарла» сăмахсен таблици;

  3. «Эсперанто чĕлхи» таблица;

  4. «Кайăк-кĕшĕксемпе чĕр чунсен чĕлхи» (виçĕ чăлхепе) таблица;

  5. «Тĕрлĕ чĕлхепе сывлăх сунни» карточкăсем.

Доска çине çак сăмахсене çырса хунă:


Вырăсла та калаçар,

Чăвашла та сăмахлар,

Акăлчанла ăнланар.

Виçĕшĕ те халь вĕсем

Чуна çывăх чĕлхесем.
Урок пайăсем:


  1. Класа йĕркелесси.

  2. Умкалаçу.

  3. «Тăван чĕлхем, тăванлă эсĕ пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе» литмонтаж.

  4. Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем- пĕлÿпе.

  5. Паллă çынсем нумай чĕлхе пĕлни çинчен.

  6. Тăрăшса вăренетĕр-и?

  7. Пĕлетĕр-и?

  8. Урока пĕтĕмлетни.

  9. Урока вĕçлени.



Урок йĕрки:

  1. Класа йĕркелесси.

Вĕрентекен:



  • Сывă-и, ачасем? Ырă кун пултăр пурне те! Паян пирĕн «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ. Халĕ эсир хăвăрпа паллаштарсамăр.Ачасем кашни тăрса пĕр-пĕр чĕлхепе сывлăх сунаççĕ те хăйсен ятне калаççĕ.

Алеша (вырăсла):- Привет, меня зовут Алеша.

Петя (нимĕçле): -Hallo, mein name ist Petya.

(хало, майн намэ ист Петя).

Гриша (хиндилле): Нам-аз-тей, мера наам Гриша.

Роза (китайла): Ни хау, ва минг тзер Роза.

Алия (тутарла): Исенмесез, минем исем Алия.

Наташа (арабла): Мар-хуба, иссми Наташа.

Рита (шведла): Hey, jag heter Margareta.

(Хей, яг хир-та Мар-гар-рет-а).

Мария (акăлчанла): Hello, my name is Maria.

(Хелло, май нейм из Мария).

Зечбур (удмуртла).




  1. Умкалаçу.

Ыйтусем:


  • Мĕн тума кирлĕ-ши этеме чĕлхе?

  • Чĕлхесĕр пурăнма пулать-ши?

  • «Чĕлхе пулман пулсан…» шухăша малалла аталантарăр.

Ачасен хуравĕсем хыççăн вĕрентекен пĕтемлетÿ тăвать:

- çапла, чĕлхе пулмасан шухăшлав та пулмасть, унсăрăн этем чăн пурнăçа, çут çанталăка, йĕри-тавралăха ăнланма пултараймасть.

Этемлĕх историйĕнче чĕлхепе усă курман пĕр халăх та, этемĕн пĕр ушкăнĕ те çук, пулма та пултараймасть.

Пĕр сăмахпа каласан, чĕлхе çынсене пĕр-пĕринпе хутшăнма питĕ кирлĕ хатĕр.


  • Мĕн чухлĕ чĕлхе-ши тĕнчере?

Çĕр чăмăрĕ çинче, ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2500 ытла чĕлхе, Раççейре-130 яхăн.Кирек хăш чĕлхе те хăйне майлă пуян та аслă.
Анчах та кашни çыншăнах хăйĕн тăван чĕлхи пуринчен те хаклĕрах. Фпанцин паллă писателĕ Вольтер çапла каланă: «5-6» çул хушшинче Европăри пур чĕлхене те вĕренме пулать. Анчах пĕр чĕлхене ĕмĕр тăршшĕпех вĕренмелле. Вăл- тăван чĕлхе».

Эпир мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ÿсетпĕр, унсăр пуçне шкул çулĕсенченех вырăс чĕлхине вĕренетпĕр. Икĕ чĕлхи те çывăх пирĕншĕн. Вăл тĕрлĕ поэтсен сăввисенче те лайăх палăрать. Айтăр-ха вуласа пăхар вĕсене.



3. «Тăван чĕлхем, тăванлă эсĕ

Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе» литмонтаж.
1 ача. Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,

Мĕн чухлĕ ĕмĕт халлĕхе

Сана, ачам, пурне те панă,

Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.


2 ача. Тăван чĕлхене лайăх пĕлекен ытти чĕлхесене те юратса вĕренет, хисеплет. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен пуçланать.
3 ача. Тăван чĕлхем, тăванлă эсĕ

Пуян та çирĕп вырăс чĕлхипе

Инкек те терт, асап та хур пĕлмесĕр

Янра та савăн аслă пиччÿпе.


4 ача. Тăван чĕлхемĕр, ĕмĕр сывă пул!

Эпир çĕрте çĕрсен те- эсĕ юл.

Анне чĕлхи, эс тăванран тăван,

Санран та çывăххи кам пур-ши ман?


5 ача. Но как родной, люблю язык я русский,

Он нужен нам, как небо, каждый миг.


На нем живые, трепетные чувства

Открылись мне. И мир открылся в них.

Текут все речки в сердце, не мелея,


Становятся единою рекой…

Забыв родной язык- я онемею.

Утратив русский – стану я глухой.


6 ача. О русской речи ширь и краткость,

Мне близок строй ее мил.

Моя опора, гордость, радость,

Окно в необозримый мир…


7 ача. Русский язык –

Это Пушкин,

И Горький,

И Юрий Гагарин.


8 ача. Вырăс чĕлхи, паллах, вун хут ятуллă,

Тăван сăмах чĕрешĕн çывăхрах.

Эп унсăр –

Тип кÿлленчĕкри тип пулă,

Эп унсăр хама хам туяп чăлах.

Тăван сăмахăм! Çепĕç эс, мăнаçлă,

Инçе çĕрте виç хут илемлĕрех.


  1. Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем- пĕлÿпе.

Вĕрентекен:

  • Ачасем, кăçалтан вара эсир тепĕр чĕлхе- акăлчан чĕлхи вĕренме тытăннă. Килĕшет-и сире ку чĕлхе? Акăлчан чĕлхине пĕлни сире мĕн тума кирлĕ-ши?

Ачасен хуравĕсем хыççăн вĕрентекен пĕтĕмлетÿ тăвать.

  • «Тĕнче хĕвелпе çуталать, этем- пĕлÿпе»,- тенĕ ваттисем. Питĕ тĕрĕс каланă. Пĕлĕве куллен пуянлатса пымалла.

Ыйту: - Мĕншĕн паянхи урок темине «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс…» терĕм-ши эпĕ тата мĕншĕн предложени вĕçне нумай пăнчă лартнă?

Ачасен шухăшĕсем. Вĕсем хыççăн вĕрентекен пĕтĕмлетÿ тăвать.



  • «Пĕр ăс аван, икĕ ăс тата авантарах», - тенĕ ватăсем. Унпа пĕрлех тата «пĕр чĕлхе пĕлни- пĕр ăс,икĕ чĕлхе пĕлни- икĕ ăс» тесе те калаççĕ. Урăхла каласан, мĕн чухлĕ чĕлхе пĕлетĕн – çавăн чухлĕ тăнлăрах пулатăн . çын ăçта пурăнать- çав халăхпа хутшăнать. Эппин, унăн çав чĕлхене кăштах та пулин пĕлмеллех. Унсăрăн кулăшла самантсем те сиксе тухма пултараççĕ. Тĕсл.

1вĕренекен «Чĕлхе пĕлменни мĕн тăвать?» шÿт каласа парать.

  • Ачасем, сире пĕр шÿт каласа парам-ха. Пĕррехинче пĕр чăваш тутар патĕнче хăнара пулнă. Тутарĕ питĕ те тараватлăскер, чăваша сĕтел хушшине лартнă та сăйлама пуçланă. Чăвашĕ, вăтанаканскер, кăштах çием пекки туса ларать тет. Тутар чăваша : « Майпе ашша, майпе», - тесе калать тет. Чăваш: «Васкаса çиеп-шим»,- тесе шутласа илет те тат ерипентерех çиме пуçлать тет. Тутарĕ чăваш тусăиа мĕнпе çиллентертĕм-ши тесе çу чашкине чăваш патнерех куçарса лартать те: «Майпелен ашша, майпелен ĕнтĕ, майпелен, майпелен»,- тет.

Аптăранă чăваш сĕтел хушшинчен тухать те тутарпа сыв пуллашмасăрах килне тухса утать. Темиçе кунтан тутар чăваш патне килет. Чăваш тутара сĕтел хушшине лартать те: «Майпелен ашша»,- тесе калать. Тутар шăрттан çиме пăрахса çу çиме пуçлать. Чăваш каллех: «Майпелен ашша»,- тет. Тутар: «Мана чăваш тус шăрттанпа пылне çитересшĕн мар пулĕ»,- тесе татах çу çиме пуçлать.

Аптранипе чăваш кÿрши патне кайса: «Эпĕ тутар тусăма васкаса ан çи тесе калатăп, вăл тата васкарах çиме пуçлать. Майпе ашша тетĕп, вăл каллех çу çиме пуçлать»,- тет.

Кÿрши: «Майпе ашша» тени «çупа çи» тени пулать вăл»,- тесе ăнлантарать.

Чăваш килне килет те сĕтел çинчи пушă çу чашкине курса ахăлтатса кулса ярать. Эпă сана ан васка, ытларах калаçса ларăпăр тесе каласшăнччĕ, тет.

Çавăн хыççăн чăвашпа тутар пĕрне -пĕри тĕл пулсан: «Майпе ашша»,- тесе калаççĕ тет те чун каниччен кулаççĕ тет.


  1. Паллă çынсем нумай чĕлхе пĕлни çинчен.

Ачасем каласа параççĕ.

Вĕрентекен:



  • Пĕр-пĕр çын мĕн чухлĕ чĕлхе пĕлме пултарать-ши? Мĕнле шутлатăр ачасем?

Фридрих Энгельс 20 чĕлхе пĕлнĕ.

В.И. Ленин амăшĕ, Мария Александровна Ульянова акăлчан, француз, нимĕç чĕлхисене аван пĕлнĕ, ачисене те çав чĕлхесене вĕрентме тăрăшнă.

В.И. Ленин хăй 11 чĕлхе пĕлнĕ.

Н.Я. Бичурин, чăвашран тухнă паллă ученăй, чăваш чĕлхисĕр пуçне грек, латынь, француз, китай, вырăс чĕлхисене аван пĕлнĕ.

В.Г. Егоров профессор 31 чĕлхепе калаçакан чăваш тĕпчевçи. Филолог. Патша саманинчех 3 аслă шкултан: университетран, археологи институтĕнчен, тĕн академийĕнчен вĕренсе тухнă.

И.Я. Яковлев та, тăван халăха букварь тыттарса çутта кăларнă вĕрентекен питĕ ăслă, тавçăруллă, нумай чĕлхе пĕлекен çын пулнă.

П.Хусанкай хăйĕн сăввисене вырăсла та, чăвашла та аван çырма пултарнă.
6. Тăрăшса вĕренетĕр-и?

Урокăн ку пайĕнче ачасем валли тĕрлĕ ĕçсем пулаççĕ.


1) Сăмахсене чăвашла куçарăр:

перерыв – тăхтав


заседание – лару

удобрение – имçам

паралич – шалкăм

итог – пĕтĕмлетÿ

тополь – тирек

брусника – кĕтмел

клюква – шур çырли
2).Йăнăшсене тÿрлетсе çырăр:

а) Ыллхан, ылттăн, эмель, ытлаши, йупа, йунашар, çемйе, суйать, ĕмĕть;

ă) зделать, итти, штобы, плохово, сдесь;

б) bad, aple, kat, bog, besk, table, dook, dox;

3).Чăвашларан-вырăсла,вырăсларан-чăвашла.

«Пĕрре улталăн,иккĕ улталăн,виççĕ улталăн» калава1вĕренекен вуласа парать,тепри ăна вырăсла каласа парать. «Старик и сыновья»калава1ача вуласа парать,тепри ăна чăвашла каласа парать.

4).Çыхăнуллă пуплев.

Вĕрентекен доска умне «Кил-йыш», «Çемье» темăпа ÿкерчĕк çакать.Виçĕ вĕренекен ун тăрăх калав тăваççĕ.Пĕри чăвашла,тепри вырăсла, виççĕмĕшĕ акăлчанла каласа параççĕ.
7.Пĕлетĕр-и?

1.Ученăйсем тĕнчери чĕлхесене тĕрлĕ хурăнташлă ушкăнсем çине уйăраççĕ.Вырăс чĕлхи славян чĕлхисен ушкăнне кĕрет,акăлчан чĕлхи-герман чĕлхисен ушкăнне.

Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет. Тĕрĕк халăхĕсем шутне чăваш,тутар,пушкăрт,казах,узбек,.кăркăс,туркмен,азербайджан,каракалпак,ну-

хай,.кумык,тува,алтай,хакас,якут,уйгур,турккă,гагауз,караим,балкар т.ыт.те – пурĕ 23 халăх кĕрет. Пурте вĕсем хăйне уйрăм чĕлхепе калаçаççĕ,анчах вĕсен чĕлхи пĕр тымартан пулса кайнă. Ун пек чĕлхесене хурăнташ чĕлхесем теççĕ.

Акă,тĕслĕхрен,пирĕнпе юнашар тутарсем пурăнаççĕ.Тутарстан Республикинчи 3513çынран-130 пин ытла чăвашсем.Чăваш тата тутар чĕлхисенче пĕр пек сăмахсем питĕ йышлă.Мĕншĕн тесен икĕ чĕлхи те тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕреççĕ.(Табл.)


Чăвашла Тутарла

Атте ата

Анне ана


Ялан ялан

Янах ямах
Юлташ юлдаш

Кил кил

Вут ут

Çул юл

Çил жил

Ылтăн алтын

Сĕт сÿт

Чăрăш чырыш

Паттăр батыр

Пĕр бер

Иккĕ ик

Купăс кобыз

2.Таблицăна тишкерсе тухнă хыççăн «Хăш сăмахне астуса юлтăр?» вăйă та ирттерме пулать.

3. Эсперанто чĕлхи.


  • Çынсем авалтанах пурне те тивĕçтерекен чĕлхе шухăшласа кăларма ĕмĕтленнĕ. Чылайăшĕ тытăнса пăхнă çак йывăр ĕçе,анчах та ăнтарайман.Варшавăра пурăннă куç врачĕ Лазарь Людвиг Заменгоф 1887 çулта хăйĕн «Интернационаллă чĕлхе» ĕçне вăл Шанаканскер псевдонимпа пичетлет.Çавăнтанпа пĕтĕм халăх чĕлхине эсперанто теççĕ. Л.Заменгоф унта нумай чĕлхере пĕр пек илтĕнекен сăмахсене кĕртме тăрăшнă.

«Эсперанто чĕлхи» табл. паллаштарни.

  • Эсперантăри сас паллисем мĕнле çырăнаççĕ, çавăн пек вуланаççĕ.Сăмахсенче пусăм яланах юлашки умĕнхи сыпăк çине ÿкет.Халĕ эсперанто чĕлхипе паллашăпăр.Çак чĕлхере çĕнĕ сăмахсем тăвас тесен сăмах тĕпĕ умне е хыçне аффикссем хушса хумалла.

Тĕслĕхрен. Лаша. Эсперанто чĕлхинче вăл çапла çырăнать тата вуланать: ceval (чевал). Халĕ ун çумне хушăнакан аффиксен пĕлтерĕшĕ çапла: Ino(ино) - амалăха, хĕрарăмлăха пĕлтерет; uir(вир)– аçалăха, ар çынлăха; ido(идо)-ачалăха; isto(исто)-профессие;aco(ачо)-кам е мĕне те пулин шута хуманнине,хакламаннине; ejo(эйо)-кил-çурта;еto(это)-мĕн е кам та пулин пĕчĕккине; еgo (эго)-капмарлăха (пысăк япалана);аro(аро)-япаласен е чĕр чунсен ушкăнне;

Ÿкерчĕке тишкерни.

4.Чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен чĕлхи.

Вĕрентекен:

-çынсен çеç мар,чĕр чунсемпе вĕçен кайăксен те хăйсен чĕлхи пур.Акă мĕнлерехкалаçаççĕ вĕсем чăвашла,вырăсла тата акăлчанла.(Табл.тишкерни)



8.Урока пĕтĕмлетни.

-Паян урокра эпир икĕ чĕлхе-икĕ ăс,виçĕ чĕлхе-виçĕ ăс пулни çинчен калаçрăмăр.Урок килĕшрĕ-и сире ?Хăвăршăн çĕннине мĕн пĕлтĕр ку урокран?



Ачасен шухăш-кăмăлĕсемпе паллашнă хыççăн вĕрентекен пĕтĕмлетÿ тăвать.

-Этеме сывлама сывлăш кирлĕ,пĕлĕве ÿстерме,тавракурăма анлăлатма тăван чĕлхе кирлĕ.Тĕрлĕ халăх çыннисемпе туслашма,паллашма,вĕсен культурине ăнланма вырăс чĕлхине лайăх пĕлмелле.Юнашар ларса калаçас тесен-ют чĕлхесене те вĕренмелле.Икĕ чĕлхе-икĕ ăс,виçĕ чĕлхе – виçĕ ăс.



9.Урока вĕçлени.

1вĕренекен «Ик чĕлхе вăл-ик тĕнче»сăвва вулать.

Килтисемшĕн эп Эльвира,

Верка теççĕ хăшĕсем.

Стройкăри пек: «Майна!Вира!»-

Тăрăхлаççĕ теприсем.

Асатте ялне килсессĕн

Хурланмашкăн кăмăл çук,

Урăхла мана чĕнеççĕ,

Эп пуриншĕн те Верук.

Эп чăваш пулса ÿсесшĕн

Вырăсла пĕлсессĕн те,

Чăвашла та вĕренесшĕн,

Ик чĕлхе вăл-ик тĕнче!
Пурте пĕрле «Эп пуласшăн ик ăслах»юрра(Сăвви П.Хусанкайăн) «Çумăр çăвать…»юрă кĕввипе юрлани.
Эп-чăваш ачи.Саватăп

Хамăрăн чăваш çĕрне.

Вăл кипке те ман,сăпка та

Ăна манмăп ĕмĕрне.

Х\ю Икĕ чĕлхе вăл-икĕ ăс,икĕ ăс,

Эпĕ пуласшăн ик ăслă,ик ăслă.

Эп-чăваш ачи.Саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене,

Юратап юрра-сăвва та,

Купăса та кĕслене.


Юрататăп вуламашкăн

Вырăсла та,чăвашла,

Ик чĕлхе вăл-ик ăс маншăн

Эп пуласшăн ик ăслах.


2-мĕш вĕренекен.

Савăнатăп вырăсла пĕлнишĕн.

Кулянмастăп эп чăваш пулнишĕн,

Савăнатăп эп çак шкул пурришĕн,

Тăрăшса пире ăс-тăн панишĕн.

3-мĕш вĕренекен.

Вырăсла та калаçар,

Чăвашла та сăмахлар,

Акăлчанла ăнланар,



Виççĕшĕ те халь вĕсем-

Чуна çывăх чĕлхесем.

Похожие:

Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconТãван чěлхене вěрентмелли уроксен тěллевěсем Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем
Тăван чĕлхе не вĕрентессин тěллевěсем: 1 вулама çырма вĕрентесси; 2 вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси; 3 пуплеве пур енлĕн...
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconУрок Урок теми Кунĕ Тãван чĕлхе -пĕлу çãлкуçĕ. Техника хãрушсãрлãх правилисем

Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconЧăваш Республикин вěрентÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Пирěн ялти хушма ятсене икě пысăк ушкăна уйăрма пулать: йăх тăрăх пыраканнисем, уйрăм çынпа çеç çыхăннисем
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconЧувашский язык Умĕн ăнлантарни
Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух...
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconЧăваш чĕлхин историйĕ çырулăх куçĕпе
Енчен те чăвашăн çырулăхĕ пирĕн эрăчченех пулнă пулсан паян чăваш халăхĕн авалăхĕ пирки тавлашмалли питех те сахал юлатчĕ. Çавăнпа...
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconМанăн педагогикăри тĕп шухăш” эссе (Манăн чĕлхе – манăн тĕнче, манăн чун)
Канаш районĕн Сухайкасси шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Валентина Михайловна Иванова çырнă „Манăн педагогикăри тĕп шухăш”...
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconУрок Урок теми Кунĕ «Алран кайми аки сухи». «Уй варинче». «Хурãн çулçи»
Килти вулав урокĕ. Ю. Силем «Пылпа çãкãр», М. Васлейĕ «Чãнах и», У. Якаве «Чãваш чуне»
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconКласс: 3 Л. Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна вĕрентмелли урок. Тема: Кайăк тусĕ. Тĕллевĕсем
«Кайăк тусĕ» калавпа паллаштарасси, пултарать сăмахпа сăмах майлашăвĕсем, предложенисем тупма вĕрентесси
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconУрок теми: Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни. Урок тěсě: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Сапăрлăх тěллевě
Япала ячĕн морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсене палăртса вĕреннине çирĕплетсе хаварасси
Урок тĕллевĕсем: «Икĕ чĕлхе- икĕ ăс, виçĕ чĕлхе- виçĕ ăс» калаçу урокĕ йĕркелесси iconУрок пуςламảшẽнче Диана Гурцкая юрри илтẽнет «Ты знаешь, мама!» Тема: иван лисаев. «Чире парăнма ζуралман» Урок тẽсẽ. Пẽтẽмлетỹ урокẽ
Иван Лисаев хảйẽн геройẽ урлả йывảрлảхсене ςирẽп кảмảллả, мал ẽмẽтлẽ ςын анчах ςẽнтернине кảтарнтнин пẽлтерẽшне туясси
Разместите кнопку на своём сайте:
ru.convdocs.org


База данных защищена авторским правом ©ru.convdocs.org 2016
обратиться к администрации
ru.convdocs.org