7кл. 4 пай
Тăван чĕлхе-чăваш чăлхи
1.Кам ăçта çуралнă? Тĕрĕсне кăтартăр:
1.П.Хусанкай а)ЧР Елчĕк районĕ Аслă Елчĕк ялĕ;
2.А.Артемьев ă)Тутар Республики Элкел районĕ Сиктĕрме ялĕ;
3.Г.Волков б)ЧР Элĕк районĕ Тури Вылă ялĕ.
2.А.Артемьевăн «Хунавлах хăрнисем» романĕнчи сăнарсем -
3.Г.Волковăн хушма ячĕ –
4.Тĕрĕссине туп:
1.Гражданла лирика
а)Çут çанталăка сăнанă май çăвăçăн шухăшĕсемпе кăмăл усканăвĕсене палăртакан лирика;
2.Пейзаж лирики
ă)Халăх ĕмĕт-шухăшне сăнлакан, çынсене Тăван çĕршыва юратма вĕрентекен туйăмлă юрă-сăвă;
3.Юрату лирики
б)Çут çанталăк тата этем обществи аталанăвĕн пĕтĕмĕшле саккунĕсене тĕпе хурса çырнă тарăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ лирика хайлавĕ;
4.Философи лирики
в)Юрату, туслăх, савăнăç туйĕмĕсене палăртакан лирика.
5.Тĕрĕс хурав туп:
1.Мăнлату
а)Пĕр ăнлав е япала вырăнне тепĕр ăнлава е япалана вĕсен тулашĕнчипе шалти çыхăнăвĕсене шута илсе калани;
2.Литота
ă)Пĕр япалана е пулăма тепĕр япала е пулăм урлă унăн хисепне тĕпе хурса сăнлани;
3.Синекдоха
б)Пĕр-пĕр ĕçе,япалана,этеме е чĕр чуна пысăклатса кăтартни;
4.Метоними
в)Мăнлатăва хирĕç пулăма ятарласа пĕчĕклетни.
6.Тĕрĕссипе туп:
1.Икĕ чĕлхе-икĕ ăс а)халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс-тăн чечекĕ;
2.Чăваш сăмахне манни ă)виçĕ чĕлхе виçĕ ăс;
3.Тăван чĕлхе- б)чăваш сăмахне те мантăр.
5 пай
Тăван çĕр-шыв сывă пулсан тăван йăву та пулĕ сан
1.Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи çулĕсем
а)1939-1945;
ă)1941-1945;
б)1939-1946.
2.Тĕрĕссине туп:
1.Тăван çĕр-шыв сывă пулсан а)хакли нимĕн те çук;
2.Тăван ă)пуçна ан шелле;
3.Тăван çĕр-шыв чысăшĕн б)тăван йăву та пулĕ сан.
3.Тĕрĕссине туп:
1.П.Хусанкай а) «Ăçта-ши манăн асатте?»;
2.Н.Теветкел ă) «Тĕп пултăр вăрçă» сăвă;
3.М.Синел б) «Таня» поэма.
4.Сюжетăн тĕп пайĕсем –
5.Композицин тулаш тытăмĕн пайĕсене çырса тух:
6.Тĕрĕссине туп:
1.Сюжет
а)Мĕн çинчен çырни;
2.Тема
ă)Тĕп текстри ĕç-пулăма йĕркелесе пыракан, хайлаври сăнар-характера пур енлĕ уçма пулăшакан литература хайлавĕ.
7.Тĕрĕс хурав туп:
1.Тăван çĕр-шывшăн тăр хăюллă а)Хăрушă тăшмана эс,ывăлăм!
2.Маттур салтакшăн вилĕм çук, ă)яту ĕмĕре юлĕ мухтавлă;
3.Ан ярччĕ ман чĕрем патне б)мухтавĕ ĕмĕр пурăнать.
8.М.Сениэлĕн пĕрремĕш кĕнеки- 1. «Ан пăшăрхан эс,аннемĕр»;
2. «Шкул вальсĕ»; 3. «Малтанхи юр».
6 пай
Кайăк хитрее тĕкĕпе,этем ырă ăсĕпе
1.Тĕрĕсне шыра та туп:
1.Ăспа сывлăха а)Мĕн виличчен кирлĕ;
2. Кайăк хитре тĕкĕпе ă)Сутăн илме çук;
3.Ăс б)Этем ыр-ăсĕпе.
2.Ю.Скворцовăн ача-пăча калавĕсем –
3.Ю.Скворцов çуралнă вырăн-
а)ЧР Красноармейски районĕ Танăш ялĕ;
ă)ЧР Муркаш районĕ Хурăнкасси ялĕ;
б)ЧР Патăрьел районĕ Аслă Арапуç ялĕ.
4. «Ултăк» хайлаври хурлăхлăн юрлакан кайăк-
а)Ула такка;
ă)Ула тăпа
б)Ула курак.
5.Кăвакал чĕпписене тытса каякан кайăк-
6.Алтайра ĕçлекен ывăлĕ-
а)Володя;
ă)Çитăр;
б)Саша.
7.Амăшĕшĕн тăрăшакан ывăлĕ-
а)Çитăр;
ă)Саша
б)Илле.
8. «Авланиччен - амăш ывăлă, авлансан хунь ывăлĕ» ваттисен сăмахĕн пĕлтерĕшне уçса парăр.
9.Мĕн вăл танлаштаруллă характеристика?
7 пай
Пĕчĕк çыннăн пысăк чунĕ
1.Тĕрĕс хурав туп:
1.Чун тени а)ĕç вылять кăна;
2.Чунсăр çыннăн ă)чĕри чул;
3.Хăнăхнă алăра б)чул хушшинче выртмасть.
Хуравсем
1__ . 2__ . 3__ .
2.Хăшĕн хăш хайлавĕ?
1.Ю.Скворцов а) «Кĕмĕл пĕлĕтсем»;
2.Г.Луч ă) «Чун туйăмĕ»;
3.Н.Терентьев б) «Пушмак йĕрĕ»
1___ . 2 ___ . 3 ___ .
3. Кам ăçта çуралнă?
1.Ю.Скворцов а)ЧР Канаш районĕ, Кăшнаруй ялĕ
2.Г.Луч ă)ЧР Муркаш районĕ, Хурăнкасси ялĕ
3.Н.Терентьев б)ЧР Вăрнар районĕ, Уйкас Кипек ялĕ
Хуравсем:
1__ . 2__ . 3__ .
4.Тĕрĕс хуравĕ хăшĕ?Хайлаври сăнарсене тĕрĕс лартса тухăр:
1. «Чун туйăмĕ» а)Лавруш,Дуня;
2. «Пушмак йĕрĕ» ă)Светлана,Слава;
3. «Кĕмĕл пĕлĕтсем» б)Паня,Галя.
Хуравсем:
1__ . 2__ . 3__ .
5.Мĕн вăл конфликт? |